Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуркунне килсе çитнĕ ятпа чун-чĕрем те юрлать хаваспах!

Çуркунне килсе çитнĕ ятпа чун-чĕрем те юрлать хаваспах!

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн «Пятерочка» суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă «Уют» салонра çын татăлма пĕлмерĕ, ытларахăшĕ – арçынсем. Вĕсем амăшĕсемпе асламăшĕсем, мăшăрĕсемпе хĕрĕсем, йăмăкĕсемпе аппăшĕсем валли чĕрĕ чечек çыххисене туяннине курма пулчĕ. Çакна кура Алена Васильева предпринимателĕн ларса-тăма вăхăчĕ пулмарĕ.

Витри-витри илемлĕ, йĕри-тавра тутлă шăршă саракан парка туналлă çак чечексене курсан чун-чĕре хаваспа юрлама тытăнать. Юратнă е çывăх çын чечек парнелесен вара, пушшех, хĕрарăм епле ан савăнтăр?

А.Васильева районта пурăнакан арçынсем хĕрарăмсене хисеплесе куç тĕлне тума пĕлнине лайăх ăнланать. Çакна шута илсе вăл уяв умĕн чечексене кашни кун пысăк ушкăнпа кÿрсе килессине йĕркеленĕ. Урăхла май çук, мĕншĕн тесен чечексем туххăмрах сутăнса пĕтеççĕ. Халăх ыйтнине вара тивĕçтермеллех.

Пĕр вăхăтрах «Уют» салонран нумай çын тюль-пусма та туянать, чÿрече каррисене виçсе çĕлеме те кунтах саккас параççĕ. А.Васильева хăех ăста çĕвĕçĕ те, «ылтăн алăллă» теççĕ ун пирки.

Хĕрарăмсемпе хĕр пĕрчисене уявра парнелемелли ытти çи-пуç та кунта пит нумай, суйлама çеç ан ÿркен…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code