Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Условисем пурнăç ыйтнă шайра

Условисем пурнăç ыйтнă шайра

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова ертсе пыракан ушкăн ултă вĕренÿ учрежденийĕнче пулчĕ.

Чи малтанах Елчĕк шкулĕнчи пуçламăш классем вĕренекен, ял çинче «Паха тĕрĕрен» «Паха пĕлÿ» ятпа çирĕпленсе юлнă шкулпа тĕплĕн паллашрăмăр. Мĕн калăн, вĕренÿ учрежденийĕсем самана таппинчен пĕр утăм та кая юлмаççĕ, капăрлăхĕпе кăна мар, пуянлăхĕпе те савăнтараççĕ. Вĕрент те вĕрен, кашни класрах хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. Пĕр курăмлă самант кăна канăç памасть: çулсерен ачасен йышĕ чакса пырать.

Унччен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулсенче çутă симĕс, тĕттĕм кăвак тĕссемпе анлă усă куратчĕç. Вĕсем те вăл тапхăрта илемлĕн курăнатчĕç-ха. Халĕ вара вăл тĕссемпе пачах усă курмаççĕ. Стенасене сăрланă чухне çутă та чуна ăшăтакан, канăç паракан, лайăх вĕренме хистекен хитре тĕссене суйласа илме ăнтăлаççĕ. Юсав, тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçлама ашшĕ-амăшĕ алă тăсни паян тухнă ырă йăла мар.

11 класра та илемлĕ те хăтлă. Кăçал пуçласа парта хушшине лараканнисем, малтанлăха палăртнă тăрăх, 62-н. Вĕсене виçĕ класа уйăрнă. Пĕлÿ тĕнчин сулмаклă пĕрремĕш утăмсене тума вĕрентекенсем Светлана Зайцевăпа Алевтина Смирнова хăйсен шăпăрланĕсемпе паллашнă та ĕнтĕ. Тепĕр класс ачисене вĕрентме çамрăк педагог килессе кĕтеççĕ.

Коридорти стенасем çине тĕрлĕ темăллă, пĕлтерĕшлĕ стендсем вырнаçтарнă. Кунтах телевизор. Юлашки çулсенче кино-урок ирттерессине тĕпе хунăран вĕренекенсем тĕрлĕ фильмсем пăхаççĕ, хăрушсăрлăх правилисене ăса хываççĕ.

Пĕлтĕр РФ Президенчĕн хушăвĕпе пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр апатлантарнине кура 200 ытла ачана вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Кăçал та çаплах пулĕ. Апатлану залĕнче тăруках 60-ăн вырнаçаççĕ.

Классене çĕнĕ тĕс кĕртнисĕр пуçне кăçал вĕренекенсем пуçтарнă тимĕр-тăмăр укçипе запас алăксене улăштарнă.

Пуçламăш классем вĕренекен шкулпа пĕрле хушма пĕлÿ паракан учрежденисем вырнаçни пĕр енчен вырăнлă та пулĕ. Ачасен пултарулăх çуртĕнче, акă, 13 тĕрлĕ программăна ăса хывма майсем пур. Ытларах ял шкулĕсенчи туризм, робототехника, экологи… ыйтăвĕсене аталантарассине мала хураççĕ. Кĕçĕннисен унталла-кунталла чупса çÿремелле те мар, вырăнтах тĕрлĕ ал ĕçне хăнăхаççĕ, шашка-шахмат вăййисене алла илеççĕ тата ытти те. Психологпа логопед пулăшăвĕсем кирлисене те кунтах йышăнаççĕ.

Пĕлтĕр Елчĕкри искусство шкулĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн учреждени капăр тум тăхăнни витĕр курăнать. Хăтлăх кĕртнипе пĕрлех музыка инструменчĕсемпе те пуянланнă вĕсем. Опытлă педагогсен йышне хора ертсе пыракан хутшăнсан тата аван пулмалла та, анчах специалист тупаймаççĕ.

«Чебурашка» ача садĕнче ытти чухне 65 шăпăрлан çÿрет пулсан, çу кунĕсенче пепкесен йышĕ сахал. Аслă ушкăнрисем урамра уçăлнă май йывăç айĕнчи сулхăнра музыка ертÿçи Иван Шурбин ертсе пынипе «Асамат, асамат, асамат кĕпер хывать…» юрра шăрантараççĕ. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ асăрханă тăрăх, юлашки вăхăтра ачасем чăвашла нумайрах калаçаççĕ. Çакă музыка занятийĕсене ытларах чăваш юррисене кĕртнипе çыхăннине палăртаççĕ.

«Шевле» ача сачĕ шăпăрлансемшĕн чăн-чăн юмах тĕнчи. 2013 çулта хута кайнăскерĕн территорийĕ те тем пысăкăш. Уçăлмалли, вылямалли, хĕвелтен пытанмалли вырăнсенче илемлĕ. Тахçанхи план тăрăх ятарлă вĕренÿ заведенийĕ тума палăртнă лаптăкра пахча çимĕç е ытти культура ăнса пулмасть пулсан та çĕре ахаль вырттармаççĕ, тĕрлĕ çимĕç ÿстерме тăрăшаççĕ. Хĕл кунĕнче территорие юртан тасатасси, ай, нушах пулĕ. Çапах та операторсем, хуралçă ку енĕпе аптăраманнине пĕлтереççĕ.

Ку тăрăхри чи чаплă кермене тытса пырасси çăмăл тееймĕн. Наталия Петрова çаврăнăçуллă заведующи пулнине кашни çулах курса савăнатпăр. /Тÿрех палăртатпăр, эпир пулнă учрежденисенчи ертÿçĕ-хĕрарăмсем пĕринчен тепри пуçаруллă та хастар/. Садик палисадникĕ инçетрен тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ çеçке çурса ларакан чечексен ăшне путни те коллективпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшнин ырă енĕ. Вĕсем чечек калчисем туянса укçа-тенкĕ расхутламаççĕ, хăйсемех çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех коридорти стендсем те хăйсен аллисемпе тунăскерсем.

Çĕнĕ, хальхи вĕренÿ стандарчĕсене тивĕçтерекен ача садне 69 шăпăрлан çÿрет. Кунта, паллах, вĕсен йышне тата ÿстерме майсем çителĕклĕ, анчах пепкисем çук. Ытти районсенче ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ача садне вырнаçтарас тесе тем пек тăрăшать пулĕ, вырăнсем çителĕксĕр. Пирĕн районта вара халĕ çулталăкран иртейнĕ ачасене те хаваспах йышăнаççĕ. Чылай çул ку енĕпе нимĕнле йывăрлăх та çук.

Музыка ертÿçи Алина Молодова шăпăрлансене юрра-ташша вĕрентнисĕр пуçне /вĕсем районти, республикăри пултарулăх конкурсĕсенче палăраççĕ/ кунта музей йĕркелес ĕçе пуçарнă. Коллективпа кар тăрса стенасене хăйне евĕрлĕ сăн кĕртнĕ, экспонатсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарнă.

Пĕчĕкскерсем садикрех уйран çÿпçипе, арламалли урапапа, çăнăх кункăрипе, ал арманĕпе, ухватпа… паллашса чăвашсен пурнăçне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнинчен ырри мĕн пултăр халĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкула çитес вĕренÿ çулĕнче 132 ача вĕренме килĕ. Вĕсенчен пĕрремĕшсем – 14-ăн. Ултă ялтан çÿрекен вĕренекенсене яланхиллех икĕ автобуспа турттараççĕ. Кăçал кунта «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçе кĕме палăртнăран физика, хими, биологи кабинечĕсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Шкул çитес çул тĕплĕ юсав ĕçĕсем тума хатĕрленнĕрен шкул дирекцийĕн /маччаран шыв та анать/ хальхи вăхăтра проектпа смета документацийĕсемпе нумай тăрăшма тивет. Çапах кăçал та кунта пĕчĕк юсав ĕçĕсем ирттерни аванах курăнать. Ваттисем калашле, куллен пĕр пăта çапмасан…

 

Çирĕклĕ Шăхальсем пултаруллă вĕренекенсемпе республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухрĕç. Уйрăмах Олег Осипов физкультурник ертсе пыракан ачасен çитĕнĕвĕсем курăмлă. Çавăн пекех Николай Чернов физикăн вĕренекенĕсем сулмаклă утăмсем тăваççĕ. Калăпăр, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Елчĕксем республика шайĕнчи олимпиадăра 8 предметпа палăрнă пулсан, улттăшĕ – Çирĕклĕ Шăхальсен çитĕнĕвĕ. А.Васильев, Л.Яшин, А.Лапшина, Д.Жукова физкультурăпа, Д.Ловкин физикăпа тата астрономипе регионти призерсен йышне кĕнĕ. Леонид Яшин Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне хутшăннă.

Аслă Таяпа шкулĕнче ачасен хаваслă шавĕ таçта çитиех илтĕнессе кĕтме йывăртарах. 39 ача çеç. Пĕрремĕш класа 3 шăпăрлан килессе шанаççĕ. Педагогсен ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми.

Шкулсем паян тесен паян хăйсен алăкĕсене уçма пултарĕç. Котельнăйсенче, столовăйсенче хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Вĕсенче тирпейлĕх хуçаланать. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пурнăçлас енĕпе те нумай ĕçленĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче кăна юлашки ĕçсем юлнă.

Тĕнчере, çав шутра районта та, коронавирус инфекцийĕ алхаснăран вĕрентекенсем, ачасене партăсем хушшинче кĕтсе иличчен, пурте прививка тутарассине тĕп вырăна хурас тесе тимлеççĕ. Хальлĕхе шкула кĕрес умĕн тĕрлĕ дезинфекци хатĕрĕсемпе анлă усă курассине мала хунă…

Валентина КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Шевле» ача садĕнчи музейра

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code