Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Анне кайсан ăшăлăх çухалчĕ»

«Анне кайсан ăшăлăх çухалчĕ»

Сăр тата Хусан тăрăхĕпе иртекен хÿтĕлев чиккин историйĕ, чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ манăçмĕ.

Анатри Тимеш ялĕнче пурăннă Евгения Ивановна Никифорова /Христофорова/ 21 çулта чухне Улатăр тăрăхне окоп чавма кайнă. Вăл вăхăтри ытти чылай халăхпа пĕрле пысăк нуша курнă хĕр унтан сывлăхне хавшатса таврăннă. Каярах вăл ялти Ананий Никифорович Никифорова качча тухнă, çемьере 5 ача кун çути курнă.

Çамрăк чухне хавшанă сывлăх хĕрарăма аса илтерсех тăнă. Маларах колхоз ĕçне кулленех хутшăннă вăл, аслă ачисене çавăтса, кĕçĕн ачисене кÿме урапи çине лартса хире – ĕç вырăнне туртса кайнă, ыратнине пăхмасăр кунĕ-кунĕпе ĕçленĕ. Анчах та 4 теçетке çула çитеспе хĕрарăм час-час аптăрама пуçланă. Кĕçĕн ачине çуратсан вара вăл тăруках утайми пулса ларнă.

– Анне 2 çул утаймарĕ. Çапах та хăйĕн лăпкăлăхне, савăк кăмăлне çухатмарĕ. Пире пурне те ĕçлеме, пурнăçа юратма, ырă çынсем пулма хавхалантаратчĕ. Утаймасан та чуста хурса çăкăр пĕçерме ăнтăлатчĕ. Атте тата эпир, ачисем, пулăшаттăмăрччĕ ăна. Çăнăхĕ те çителĕклех пулман ун чухне, чуста ăшне туранă çĕр улми хушатчĕ. Çисе тăранма çук тутлăччĕ аннен çăкăрĕ. Ĕçленĕ вăхăтра хăй пире шав çапла вĕрентетчĕ: «Çынпа ан хирĕçĕр. Сăпайлă пулăр. Вĕренĕр, пирĕн пек тĕттĕм çынсем ан пулăр, вĕренмен çыннăн пурнăçĕ çăмăл мар». 43 çулта пурнăçран уйрăлчĕ анне, вăл кайсан çуртри ăшăлăх çухалчĕ, – аса илет ывăлĕ, Елчĕкре пурăнакан Николай Никифоров.

Ашшĕ, Ананий Никифорович, 1917 çулта тĕнчене килнĕ. Ят тухсан çар ретне тăнă вăл, 3 çултан финн вăрçине хутшăннă. Унта пулеметчик пулса çапăçнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинград хулине хÿтĕленĕ, йывăр аманнă. Сывалсан каллех вăрçă хирне кайнă, Кенигсберг патне çитнĕ. Кунта аманнă хыççăн Свердловск хулинчи госпитальте сипленнĕ, унтан яппунсене хирĕç çапăçнă. Хĕсметре тăнă вăхăт 9 çулпа танлашнă. Тăван ялне таврăнсан Дзержинский ячĕпе хисепленекен колхозра бухгалтер-счетовод, Елчĕкри хатĕрлев управленийĕнче выльăх-чĕрлĕх пухакан пулса ĕçленĕ, каярах крахмал заводра тăрăшнă, кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă. Пенсире чухне те алă усса ларман вăл, колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Хастар ватта ялти ветерансен канашĕн председательне суйланă. 82 çулччен пурăннă вăрçă ветеранĕ.

Никифоровсен ачисем 5-шĕ те ура çине тăрса пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Николай ветеринарта ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Анатолий – строитель. Антонинăпа Валентина агронома вĕреннĕ. Владимир Çĕнĕ Шупашкарти химзаводра тăрăшнă.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Ананипе Евгения Никифоровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code