Санкт-Петербургра терапевтсен Раççейри ăслăлăхпа медицина обществи йĕркеленипе çамрăк терапевтсен 4-мĕш конференцийĕ иртнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятире Мускавран, Санкт-Петербургран тата ытти хуларан килнĕ тухтăрсем шалти чирсем çинчен доклад тунă. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри тĕп больницăн терапевт врачĕ Елена Майкова та пулнă. Унăн «Манифестация саркоидоза на фоне диагностики и лечения ишемической болезни сердца с нарушением ритма сердца» темăпа тунă докладне ăсчахсем пысăк хак панă.