Çанталăк кăçал уй-хир ĕçченĕсене утă-сенаж хатĕрлеме чăрмантармарĕ. «Яманчурино» ОООри уй-хир ĕçченĕсем сенаж валли уйăрнă нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕçе виçĕмкун вĕçленĕ. Эпир хуçалăх уй-хирĕнче пулнă вăхăтра кунта ĕç вĕресе тăратчĕ, курăкăн юлашки лаптăкĕсене çулатчĕç.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать хуçалăх, çавна май Яманчÿрелсемпе Шăмалаксем çу каçа хĕрÿ ĕçре. Нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ кăçал 480 гектарпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пĕтĕмпе 200 тонна утă хывма палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне ăна 100 проценчĕпе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Сенажа 1740 тонна хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ, ĕнерхи кун тĕлне ăна 1050 тонна ?60 процент/ траншейăсене кĕртнĕ.
Ытларах хаçатăн ыранхи номерĕнче вулăр.