Сăваплă ĕç тăвакан лăпкăлăхра-канлĕхре пурăнĕ, унăн утас çулĕ уçăлса пырĕ. Çапла каланă Иоанн Кронштадтский протоиерей. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен ниме йĕркипе çурт-йĕр çĕкленĕ, ытти ĕç-хĕле пурнăçланă. Ку йăла юлашки вăхăтра кăштах хавшарĕ пулсан та, тĕпĕпех çухалман-ха. Хуçалăхри, ял çинчи пысăк ĕçсене пурнăçланă чух халăх пĕр чăмăра пĕрлешсе палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать.
Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче хальхи вăхăтра ниме майĕпе Таса Николай ячĕллĕ часавай çĕклес ĕç пырать. Ялти староста Александр Осипов тата ял активĕ пуçарнипе, Лаш Таяпари Таса Турамăшĕ çурлнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан атте сăвапланипе çак ĕçе майăн 4-мĕшĕнче пуçăннă. Çак кун палăртнă вырăна сăвай çапнă. Сăваплă çурта ялти культура çуртне хирĕçри лаптăкра тума пуçăннă.
Ытларах хаçатăн çитес номерĕнче вулăр…
Елена Петрова
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Юрий Черняковпа Александр Осипов кулленех хĕрÿ ĕçре.