Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Ăмăртусем юратăва тата çирĕплетеççĕ

Ăмăртусем юратăва тата çирĕплетеççĕ

Дениспа Елена Портновсене спортпа интересленекенсем кăна мар, ыттисем те лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Спортпа туслă çемье канмалли кунсенче килте лармасть. Тăтăшах район, республика шайĕнчи ăмăртусене хастар хутшăнать, яланах пысăк ÿсĕмсемпе палăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем тĕрлĕ енлĕ спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Республикăри çуллахи XX ял спорчĕн вăййисенче вĕсем пĕрремĕш пулнă. Елена Николаевна армрестлингпа Раççей спорт мастерĕ. Çав вăхăтрах Елчĕк ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен волейбол командине ертсе пырать, çуран чупма кăмăллать, теннисла ăста вылять. Денис Владимирович республикăри йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ. Штанга йăтнисĕр пуçне хоккейла, футболла выляма маçтăр. Ÿт-пĕве пиçĕхтерессине мала хуракан çемьепе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ятарласа вĕсем патне çитрĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ шăпах отпускра. «Спорт – пурнăç йĕрки» девизпа пурăнакансем çу кунĕсене мĕнлерех ирттереççĕ-ха.

Портновсем Елчĕкри Çĕнĕ урамра пурăнаççĕ. Хуçасем каланă çурта шыраса тупма йывăрах мар. Шăкăрин лараççĕ çÿллĕ те капмар çуртсем ку касра. Вĕсенчен пĕри – паллă спортсменсен. Çамрăк мăшăр 10 çул каялла кунта пысăках мар çурт туяннă та халĕ ăна хăйсен вăйĕпе, тăрăшулăхĕпе хăтлă кермене çавăрнă. Урамри пахчаранах курăнать: кил хуçисем тимĕр решеткисене те чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Мăн асаннесен авалхи ал ĕç пĕлтерĕшне Денис лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен чăвашлăха мала хураканскер решеткесене ăсталиччен кашни тĕрĕ палли мĕне пĕлтернине тĕплĕн вуласа тишкернĕ, хăйсемшĕн чи пĕлтерĕшлисене ÿкерсе илнĕ. Тÿрех палăртам, çамрăк арçын чăваш тумĕпе те, апат-çимĕçĕпе те кăсăкланать.

Ытларах хаçатăн çитес номерĕнче вулăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code