Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 8 ачаллисемшĕн пысăк тĕрев

8 ачаллисемшĕн пысăк тĕрев

Кăçалхи Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Республикăри нумай ачаллă çемьесен пурнăçне çăмăллатмалли çинчен» калакан хушăва çирĕплетнĕ.

Документри çĕнĕлĕхсем шăпах йышлă ачаллă çемьесене пырса тивеççĕ. Сакăр е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене кил-çуртпа тивĕçтерĕç. Кăçалах 9 çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесене автомобиль налукне тÿлессинчен хăтараççĕ, анчах та машина хăвачĕ 150 лаша вăйĕнчен ытла пулмалла мар. 2022 çултан виççĕмĕш е ытларах çуралнă ачашăн паракан амăшĕн капиталне 450 ытла çемье, енчен те пурăнмалли условисене лайăхлатмалла мар пулсан, автомашина туяннă çĕре яма пултарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code