Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Йывăрлăхра пулăшу аллине тăснă

Районти вĕренÿ учрежденийĕсем «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» общество организацийĕпе Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ пуçарса янă «Юлташ кутамкки» акцие пысăк тăрăшулăхпа хутшăннă.

Районти шкулсемпе ача сачĕсем, Елчĕкри Людмила Черновăпа Эмилия Головина, «Единая Россия» партин çамрăк гвардийĕ» Иркутск облаçĕнчи инкеке лекнĕ ачасем валли шкула каймашкăн канцеляри таварĕсем туянса ярса панă.

Çавăн пекех районти вĕренÿ учрежденийĕсем халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр йĕркеленĕ «Ачана шкула хатĕрле» акцие те хастар хутшăннă. Вĕсем районта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене шкул япалисемпе пулăшу кÿнĕ.

Акчел хĕрĕ спорт мастерĕ

Шупашкарта иртнĕ çăмăл атлетсен 100-мĕш Раççей чемпионатне пирĕн ентеш, Акчелте çуралса ÿснĕ Ольга Николаева та хутшăннă.

Вăл 10000 метра 33.48.43 вăхăтра чупса тăххăрмĕш тухнă, Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

Вĕрен туртассипе пĕрремĕш

Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче Чăваш Республикин патшалăх власть тытăмĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин çуллахи тапхăрĕ иртнĕ.

Елчĕксем вĕрен туртассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хутăш эстафетăра саккăрмĕш пулнă.

«Вучах» уй-хир ĕçченĕсем патĕнче

Тăрăм ял тăрăхĕнчи уй-хирсенче хĕрÿ ĕç пырать – тыр-пул ăстисем тĕш тырă пуçтарса кĕртессишĕн кашни минутпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Комбайнерсемпе водительсем, трактористсем пекех, йĕтем çинче тăрăшакансем те ыйхă çинчен маннă. Ял тăрăхĕнчи «Вучах» агитбригада «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемĕ çине çитсе хаваслă юрă-кĕвĕпе саламланă. Кунтах çĕр ĕçченĕсем çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code