Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ энциклопеди кирлех!

Çĕнĕ энциклопеди кирлех!

2027 çулхи сентябрь уйăхĕнче Елчĕк районне туса хунăранпа 100 çул çитет. Уява хатĕрленсе ирттерме вăхăт çителĕклĕ пек туйăнать, анчах вăл сисĕнмест те.

Çакна шута илсе округ администрацийĕн 2025 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 972-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркелỹ комитетне, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта чи пысăк ĕçсенчен пĕрне — округ энциклопедине пуçтарса, хатĕрлесе кăларассине — кĕртнĕ.

Аса илтеретпĕр: район пурнăçĕпе унăн паллă çыннисем çинчен 2007 çулта 2000 тиражпа энциклопеди тухнăччĕ. Унтанпа ĕнтĕ нумай улшăну пулса иртрĕ. Вăл кăларăма кĕнисенчен черетлĕ наградăсене, хисеплĕ ятсене тивĕçнисем е урăх должноçра ĕçлекенсем те пур. Çав вăхăтрах пурнăçран уйрăлнисем те сахаллăн мар. Тỹрлетỹсемпе пĕрлех пулас издани пултаруллă «çĕнĕ» çынсемпе пуянланĕ. Хастар ĕçшĕн тĕрлĕ ордена, тава тивĕçлĕ ятсене, Раççей шайĕнчи Хисеп хучĕсене тивĕçнисем чылаййăн-çке пирĕн хушăмăрта.

Çĕнĕ çул умĕн округ пуçлăхĕ Леонард Левый ял тăрăхĕсенчи тавра пĕлỹçĕсемпе шăпах çак ыйту тавра калаçрĕ те ĕнтĕ.

— Материалсем пухассине çулталăк хушшинче вĕçлемелле, — задача лартрĕ Леонард Васильевич. — Питĕ яваплă та принциплă ĕçе кашниех тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанатăп.

Ку тĕлĕшпе округри пĕтĕм 53 ялпа уйрăм краеведсене палăртнă. Вĕсене территори пайĕсенче çаксем ертсе пыраççĕ: Людмила Зайцева (Елчĕк), Валентина Вастулова (Аслă Елчĕк), Владимир Плотников (Аслă Пăла Тимеш), Ираида Васильева (Лаш Таяпа), Венера Петрова (Тăрăм), Алексей Смирнов (Курнавăш), Николай Алексеев (Çирĕклĕ Шăхаль), Васса Краснова (Аслă Таяпа), Елена Петрова (Кĕçĕн Таяпа).

Пухăннă материалсене пичетлесе хатĕрлеме ялсенчи библиотека ĕçченĕсене хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code