Çулсерен Раççейре пирус туртнипе аталаннă чирсене пула миллиона яхăн(!) çын вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ытла та пысăк цифра-çке çакă.
Пирус туртнин сиенĕ калама çук пысăк. Кашни сигарет пурнăçа 8 минут кĕскетет, пурнăç шайне, пахалăхне чакарать. Никотин чăннипех те нумай чир-чĕр «парнелет». Вĕсем: инсульт, миокард инфаркчĕ, шăмă, чĕре, юн тата урари юн тымарĕсен, вар-хырăмпа сывлав органĕсен, нерв тытăмĕн… чирĕсем.
Çамрăк организмшăн вара пирус туртни пушшех сиенлĕ. Вăл ăна аталанма чăрмантарать. Сăмахран, ача-пăчан ỹпки 12 çул тĕлнелле йĕркеленсе çитет. Физиологи тĕлĕшĕнчен ачасем 18-21 çулсем тĕлне çеç аталанса çитеççĕ. Пируспа туслă арçын ачасемпе хĕр ачасен юнне сĕрĕм (угарный газ) нумай пухăнать, вăл гемоглобинпа «хирĕçĕве кĕрет». Çавна пула организм кислород çитменнипе аптăрать. Ачасен хусканăвĕ сỹрĕкленет; мышца вăйĕ, хăлха илтеслĕхĕ, ăс-тăн тата куç çивĕчлĕхĕ чакаççĕ; куçри юн пусăмĕ тата ỹт-пỹ температури ỹсеççĕ; нерв клеткисем хавшаççĕ; кану тата ыйхă режимĕсем пăсăлаççĕ т.ыт.те. Çакна тĕпе хурса ăнлансан пирĕн хушăмăрта алла пирус тытакан та сахалланĕччĕ те пулĕ. Кашнин сывлăхĕ — хăйĕн аллинче. Пирус пачкине уçиччен (укçи-тенки те сахал мар тăкăнать-çке тата!) шутласа илесчĕ: «Ĕмĕре кĕскетиччен туртма пăрахсан аванрах мар-ши?»
Любовь ФОМКИНА.

