Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă спортсменсене манмаççĕ…

Паллă спортсменсене манмаççĕ…

Иртнĕ шăматкун Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче штанга йăтассипе нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионне, рекордсменне, СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Роберт Григорьев, паллă спортсменăн тăванĕсемпе ăна лайăх пĕлнĕ юлташĕсем саламларĕç. Спортсменсемпе хăнасем «Морское братство» районти пĕрлешĕвĕн председателĕнчен Станислав Лепешкинран та ăшă сăмахсем нумай илтрĕç. Вăл йывăр атлетикăн тренер-преподавательне Александр Портнова «Тинĕс çар флочĕн ветеранĕ» паллă парса чыс турĕ. Йывăр атлетикăн районти федерацийĕн председателĕ Денис Портнов çак спорта аталантарнă çĕрте тăрăшакан тренерсене — А.Убасева (Денисăн пĕрремĕш тренерĕ), Н.Молоствова, В.Маркова, Б.Клементьева, В.Демьянова плакетка парнелерĕ. Çавăн пекех çамрăк çĕнĕ ертỹçĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсене призсем парса хавхалантарма майсем тупни те кăмăла çĕклерĕ.

Ăмăртăва Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 61 спортсмен хутшăнчĕ. Хĕрỹ тупăшу хыççăн кашни виçери çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче Анастасия Фомина, Екатерина Живова (Патăрьел), Марина Антонова (Елчĕк), Елена Андреева (Тĕмер) çĕнтернĕ. Çавăн пекех Синклер мелĕпе шутласа Марина Антонова пĕрремĕш, Елена Андреева иккĕмĕш, Анастасия Фомина виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Екатерина Живовăна «Çĕнтерес кăмăлшăн» приз парса хавхалантарчĕç.

Арçын ачасемпе каччăсем хушшинче те тĕрлĕ виçесенче хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Хăйсен виçисенче Дмитрий Малов («Юман» клуб), Алексей Панкратов (Кивĕ Эйпеç), Дмитрий Перцев (Кивĕ Эйпеç), Андрей Портнов («Юман»), Артур Никонов (Елчĕк), Артур Сахров (Кивĕ Эйпеç), Михаил Дмитриев («Юман»), Артем Перцев (Кивĕ Эйпеç) çĕнтерчĕç. Синклер мелĕпе шутласа Артур Сахров пĕрремĕш, Андрей Портнов иккĕмĕш, Данил Павлов виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Арçынсенчен чи вăйлисем Дмитрий Исаков (Патăрьел), Павел Ягудин («Юман»), Алексей Кириллов (Вăрнар) пулчĕç. Ветерансенчен пĕрремĕш вырăна Андрей Алексеев (Вăрнар) тухрĕ.

Командăсенчен пĕрремĕш вырăна «Юман» спорт клубĕ йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем — Кивĕ Эйпеçпе Елчĕк шкулĕсем.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, дипломсем, кубоксем, хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă Исаак Портнов, Денис Портнов, Юрий Александров, Иван Михайловский, Василий Михайловский, Юрий Анисимов, Владимир Анисимов, Иван Скрипкин, Николай Портнов çемйисене, «Юман» спорт клубăн воспитанникĕсене тав тăватпăр.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Шелтуков, Л.Левый, Д.Портнов, Р.Григорьев ăмăртăва хутшăнакансене саламлаççĕ.

Х Х Х

Районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантарас, чи вăйлă спортсменсене тупса палăртас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, юлташсен ырă ятне асран кăларас мар тесе Елчĕкри спорт çуртĕнче çамрăксем хушшинчи йăлана кĕнĕ уçă турнир кăçалхипе 21-мĕш хут иртрĕ. Ăна пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă спортсменсене — Александр Скворцова, Михаил Кириллова, Эдуард Дмитриева, Александр Кедрова, Юрий Иванова тата Алексей Шляпина асăнса йĕркелеççĕ. Елчĕк çамрăкĕсем чи малтанах юлташĕсен вил тăприйĕсем çине кайса пуç тайрĕç.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Хăнасемпе ăмăртăва хутшăнакансем, куракансем чи малтанах пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çамрăксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тĕрлĕ виçесенче ăсталăхпа палăрчĕç. Чи çамрăккисенчен Давид Крысов, Денис Иванов, Антон Евстафьев (Елчĕк шкулĕ) палăрчĕç. 35, 42, 46, 50, 54, 58, 63, 69 кг виçесенче Дмитрий Петров, Константин Вишнев (Елчĕк), Роман Иванов (Çĕнĕ Пăва), Ренат Гиниятуллин (Кушкă), Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Руслан Галошев (Кушкă), Илья Андреев (Шупашкар), Андрей Хушкин (Аслă Елчĕк), Артем Кудряшов (Курнавăш) хăйсем вăйлă та ăста пулнине кăтартса пачĕç, мала тухрĕç.

Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăйсен виçисенче Юрий Прокопьев (Елчĕк), Наил Димухаметов (Кушкă), Денис Крысов, Кирилл Тябуков, Данил Бобин, Валерий Соколов, Александр Абрамов (Елчĕк), Денис Михеев (Кушкă) хăпарчĕç. Николай Шавкин (Кушкă), Алексей Капралов (Çĕнĕ Пăва), Олег Ефимов ( Аслă Елчĕк), Рамис Валеев (Кушкă), Денис Филимонов (Аслă Елчĕк), Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва), Кирилл Головин (Елчĕк), Данил Петров (Патреккел), Максим Григорьев (Елчĕк) пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçлĕ пулчĕç. 60 кг çитичченхи хĕрачасенчен Марина Зайцева (Çĕнĕ Пăва), Ксения Лапшина, Жанна Владимирова (Çирĕклĕ Шăхаль) пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Командăсенчен Елчĕксем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Кушкăсемпе Аслă Елчĕксем.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе медальсем, хаклă парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех «Чи çамрăк хутшăнакана» Аслă Елчĕкри Богдан Казначеева, «Чи лайăх кĕрешекене» Илья Андреева (Шупашкар), «Курма килнисем килĕштернĕ» ята Марина Зайцевана (Çĕнĕ Пăва) парнесем парса чысларĕç.

Çак ăмăртăва ирттерме пулăшакансем, уйрăмах Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ, пысăк тав сăмахне тивĕçлĕ.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code