Суд Елчĕк округĕнчи 42 çулти хĕрарăма ĕçлеттерсе юсанмалли колонире 2,2 çул тытса усрама йышăннă.
Вăл Уголовлă кодексăн 158 статйин 3-мĕш пайĕн «г» пунктĕнче пăхнă преступлени тунă — банк карттинчен укçа вăрланă. Мĕнле? Ялта хăнана кайнă, сĕтел хушшинче хĕр тантăшĕн Çĕнĕ Шупашкарти пĕлĕшĕ те пулнă. Вăл çывăрса кайсан 42-ри хĕрарăм арçын курткинчен банк карттине кăларса илнĕ. Елчĕк тата Таяпа Энтри лавккисенче пĕр кунра апат-çимĕçпе эрех 22 пин ытла тенкĕлĕх туяннă.

