Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступниксем чееленсех пыраççĕ

Преступниксем чееленсех пыраççĕ

Шалти ĕçсен министерстви ют укçана контактсăр майпа вăрлакансен ултавĕн çĕнĕ меслечĕ пирки асăрхаттарать.

Ятарлă программăпа усă курса вĕсем çынсене хăйсем право хуралĕн органĕсенчен шăнкăравланине ĕнентерме пултараççĕ.

Тĕп хуламăрта харăсах темиçе çын полицирен пулăшу ыйтнă. Хăйсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем банкри шут çинчи укçа управлăхĕ хăрушлăхра тесе шăнкăравлакансене малтанах ĕненмен. Анчах ултавçăсем вĕсен иккĕленĕвне сирме пултарнă: ятарлă программа, цифрăсен кирек мĕнле комбинацийĕпе усă курса шăнкăравлама май параканскер, пулăшать иккен. Преступниксем вăй тытăмĕсен абонент номерĕсенчен шăнкăравласа хăйсемпе çав органсен должноçĕнчи çыннисем тесе паллаштараççĕ, ĕненмесен хайхи номерсене çав вăй тытăмĕсен интернетри сайчĕсенчи телефон номерĕсемпе танлаштарса пăхма сĕнеççĕ, вара çынсен иккĕленĕвне сирсе вĕсенчен банк карточкисен реквизичĕсене ыйтса пĕлме пултараççĕ. Çапла майпа граждансем укçи-тенкине çухатаççĕ.

Яланах тимлĕ те асăрхануллă пулăр: банк карточкин реквизичĕсене – номерне, виçĕ цифрăран тăракан вăрттăн кодне, смс-пароле никама та пĕлтерме юрамасть. Укçăра урăх шут çине куçарма сĕнни сире сисчĕвлентермелле – улталасшăн. Иккĕленетĕр пулсан карточкăн тÿнтер енче кăтартнă номерĕпе шăнкăравласа ĕç-пуçа уçăмлатăр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code