Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Террора хирĕç

Террора хирĕç

кĕрешмелли кун – сентябрĕн 3-мĕшĕнче кашни çулах Раççейре террора пула пурнăçран уйрăлнисене аса илетпĕр.

Çурçĕр Осетири Беслан хулинчи 1-мĕш шкула террористсем çавăрса илсен кунта пĕр айăпсăр вĕренекенсемпе вĕрентекенсен пурнăçĕ татăлни халăх асĕнчен тухмасть. Çак кун Патреккел шкулĕнче «Эпĕ терроризма тата экстремизма хирĕç» ятпа класс сехечĕсем иртнĕ. Педагогсем инкек хăрушлăхĕ пирки каласа панипе пĕрлех ачасене социаллă сетьсенче те асăрхануллă пулмалли, палламан çынсемпе çыхăнăва кĕме юраманни пирки аса илтернĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code