Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хамăр ĕмĕрте пỹрт çине пỹрт лартрăмăр…»

«Хамăр ĕмĕрте пỹрт çине пỹрт лартрăмăр…»

Ĕмĕрĕсене ĕçре пиçĕхсе ирттернĕ çынсем пысăк хисепе тивĕç. Вăрçă нушипе асапланнă ачасем ачалăх мĕнне пĕлмен. Тар юхтарса аслисемпе пĕрле ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартнă вĕсем. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех — çĕнтерỹшĕн!» — çакăн пек чĕнỹпе ĕçленĕ тылри халăх.

Çак кунсенче Аслă Таяпа ялĕнчи тыл ĕçченĕн, вăрçă ачин, ĕç ветеранĕн Лидия Федоровна Сладкинан (Маркова) килĕнче пулма тỹр килчĕ. Сăлтавĕ те пысăк — кинеми 90 çул тултарать. Çурт умне килсе чарăнсанах пахча умĕнчи илемлĕ чечексем тыткăнларĕç. Йĕри-тавра типтерлĕх хуçаланни кунта çирĕп хуçа пурăннине çирĕплетрĕ. Çуртра та хăтлă та тирпейлĕ.

90 çула хыçа хăварнă пулсан та Лидия аппа алă усса ларманни тỹрех туйăнчĕ. Пахчари йăрансене те, пĕчĕк лаптăкра ỹсекен çĕр улмине те тап-таса тытса тăрать.

— Хушăран юн пусăмĕ хăпарать çав аннен. Пурăнма хамăр патăмăра илсе каяс тетпĕр те, яхăнне те ямасть — киле каятăп тет. Маларах пĕр хушă пурăнчĕ пирĕн патăмăрта, йыттăма шалккă тесе каялла таврăнчĕ. Йытти те ют çĕрте тăрасшăн марччĕ тата, — калаçăва хутшăнать Л.Сладкинан аслă хĕрĕ Людмила Александровна, Таяпа Энтри ялĕнчи Валерий Шадрикова качча тухнăскер.

Хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пама пуçласан Лидия аппа куççульленчĕ: «Асаплă вăрçă çулĕсем ватăлсан та асран тухмаççĕ. Чĕрене витернĕ нуша манăçмасть. Атте — Федор Федорович Марков вăрçа тухса кайсан анне тăватă ачипе тăрса юлчĕ. Кĕçех вăл хыпарсăр çухални пирки хут илтĕмĕр. Анне Елизавета Павловна мĕн виличченех кĕтрĕ мăшăрне, хучĕ çине вилнĕ тесе çырман-ха, таврăнатех пуль-ха тетчĕ яланах. Кайран аннене пытарсан анчах çывăх çыннăмăра Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Аннино ялĕнче пытарни пирки пĕлтĕмĕр. Шел, кайса килеймерĕмĕр унта.

Эпир çамрăкранах аннене колхоз ĕçĕнче пулăшнă. Ĕçленĕшĕн вăл вăхăтра укçа-тенкĕ паман, тырă валеçнĕ. Хырăм выççине тỹсме кансĕрччĕ. Ун чухне сехетсем пулман, колхоз ĕçĕнче чухне кăнтăрла вăхăчĕ çитмерĕ-ши, апат илсе килмеççĕ-ши тесе шав хĕвел çине те ял енне тилмĕрсе пăхаттăмăрччĕ. Çиес килнине ирттерес тесе çырмасемпе юхан шывсен хĕррисенче тĕрлĕ курăк пуçтарса çỹреттĕмĕрччĕ: çерçи кĕпçи, ут кăшкарĕ, тăварлă кăшкар. Тырă вырма çỹрени те асра. Пире, ачасене тата кăштах аслăраххисене, çĕр выртма хăваратчĕç аннесем, хăйсем киле выльăхсене пăхма кайнă ĕнтĕ. Кашкăрсем питĕ ĕрчесе кайнăччĕ вăрçă çулĕсенче. Вĕсем пирĕн çывăха ан пыччăр тесе çĕрĕпе черетпе тимĕр тирĕкпе кашăка шаккаса лараттăмăрччĕ», — каласа парать кинеми.

Сивĕпе аптăранине те аса илет. Хĕл кунĕсенче пỹртре мунчаласем шăнса ларнă. Кăштах та пулин ăшăнас тĕллевпе çывăхри вăрмана хăрăк-турат пуçтарма кайнă амăшĕпе аслă ачисем. Лесник курсан хăрăк-турата туртса илсе çунине çапса çĕмĕрнине те аса илет хĕрарăм. Шăрпăк та кашни килтех пулман. Ялти пỹрт мăрйисенчен тĕтĕм тухнине сăнаса килĕрен килле кăвар илме çỹренĕ. Ăна та шутлă кăна панă. Тепĕр чухне илнĕ кăварĕ килне çитиччен сỹнсе кайсан тепĕр хут та кайма тивнĕ.

— 17 çул тултартăм, улăштарса тăхăнма кĕпе те çук манăн. Вара эпĕ ялти ытти çамрăксемпе пĕрле Ленинград хулине ĕçлеме кайса укçа-тенкĕллĕ пулас шухăшсемпе ĕмĕтлентĕм. Анчах та чăрмав сиксе тухрĕ — хуçалăхра ĕçлекенсем кирлине пула мана паспорт тутарма колхозран справка памаççĕ. Тилмĕрсен-тилмĕрсен туса пачĕç кирлĕ хута. Анчах та пире Ленинграда мар, Казахстана ĕçлеме ячĕç. Пĕр поселокра нефть тата шыв пăрăхĕсем хума пуçланă шăтăксене ишĕлекен тăпраран тасатас ĕçе явăçтарчĕç пире. Пурăнмалли условисем питĕ япăхчĕ. Çĕрпỹртсенче çĕр каçма кансĕрччĕ. Шыв пите çума анчах мар, ĕçме те çитместчĕ. Тумсене типĕтме условисем çукчĕ. Эпир вырнаçнă ялтан самай аякка эрнере пĕр хут мунча кĕме илсе çỹретчĕç. Пĕрле килнисенчен нумайăшĕ тарчĕ ку вырăнтан. Эпир, çамрăк хĕрсем, тарсан тĕрмене тытса хупĕç тесе шиклентĕмĕр. Пĕр çулталăк нушалансан яла таврăнтăмăр. Укçи-тенкине тивĕçлĕ тỹлемерĕç, ĕçсе-çисех пĕтсе пычĕ вăл. Пĕр кĕпе туянса юлайрăм шалуран, — сăмахĕсене малалла тăсать Лидия Федоровна.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Лидия Сладкина Людмила хĕрĕпе тата Валерий кĕрỹшĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code