Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Правилăсем пуриншĕн те: хĕрарăм вăл е арçын…

Правилăсем пуриншĕн те: хĕрарăм вăл е арçын…

Хальхи пурнăçра çăмăл машинăпа хĕрарăмсем те йышлăн çÿреççĕ. «Кашни руль умĕнче хĕрарăм ĕнтĕ!» – арçынсенчен час-час çапла каланине илтме пулать. Манăн руль умĕнчи стаж пысăках мар пулин те, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнса çÿретĕп. Ялта анчах мар, хуласем тăрăх та ирĕккĕн çÿреме хăнăхрăм. Анчах та районта шикленмесĕр çÿрейместĕп…

«Мĕншĕн-ши?» – тет пуль вулакан. Иртнĕ тунтикун кăнтăрла хыççăн ачасемпе районти тĕп больницăна çитсе килес тĕллевпе çула тухрăмăр. Елчĕкри ункă /кольцо/ тĕлне çитеспе пирĕн умри ют çĕршывра туса кăларнă автомашина сылтăм çуттине çутмасăрах çав енне пăрăнчĕ, çавна май ытти çул-йĕр участникĕсене самантлăха пăтраштарчĕ. Çак автомашина хыççăн малаллах пынă май тепĕр пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкме тиврĕ – Совет урамĕнчи общежити тĕлне çитсен çакскер тăрук чарăнчĕ те çутă çутмасăрах сылтăм енне пăрăнчĕ. Эпĕ ун хыçĕнче майĕпен анчах пыраттăм пулсан та, çакна кĕтменскер, чутах автомашина çине пырса кĕреттĕмччĕ. Чарса ĕлкĕртĕм. Хамăн машинăпа ун çумĕпе иртнĕ май ун çине тинкерсе пăхрăм /çул-йĕр правилисене пăхăнман водитель, тен, мана палласа та илчĕ пуль-ха/, руль умĕнче аван çулланнă çынна асăрхарăм. Стажĕ те сахал мар пулĕ-ха…

Çак пĕчĕк тĕслĕхсемпе мĕн калас килет-ха манăн арçын водительсене /мĕншĕн тесен хамăр районта çул-йĕр правилисене ытларах чухне арçынсем пăснине куратăп, хулара кун пеккине питех асăрхаман/. Çул-йĕр çинче арçын-и вăл е хĕрарăм – пĕрне-пĕри хисеплесчĕ, ансат правилăсене /уйрăмах хăш енне пăрăнассине палăртса çутăсене çутма ÿркенес марччĕ/ пăхăнасчĕ. Çакă кашнинех пăтăрмахран, инкек-синкекрен сыхлать, теприн сывлăхĕпе пурнăçне упрать.

ОЛЬГА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code