Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕç пархатарлă

Ырă ĕç пархатарлă

Йышпа пуçăнсан кирек хăш ĕçе те кĕске вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçлама пулать.

Çак кунсенче ял халăхĕ тата чиркĕве çÿрекенсем пулăшнипе Лаш Таяпари Турă амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ тавра карта çавăрса тытма май çитертĕмĕр. Çавăн пекех çак ĕçе пурнăçлама Леонид Григорьев уйрăм пайтаçă тата унăн предприятийĕ пулăшу аллине тăсрĕ – картасене йÿнĕ хакпа хатĕрлесе пачĕç.

Турăшăн тата унăн çурчĕшĕн пурнăçланакан кашни ырă ĕç пÿлĕхçĕ умĕнче хисепре юлĕ. Вĕсем сăваплă, тасалăхра, çÿллĕ шайра тăраççĕ. Сывлăх пултăр пурин те.

Силуан КОЗЛОВ
иеромонах, чиркÿ настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code