Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăнаса тăрĕç

Сăнаса тăрĕç

Суйлав кунĕсенче – сентябрĕн 17,18,19-мĕшĕсенче Чăваш Енри суйлав участокĕсенчи суйлав ĕç-хĕлĕпе паллашма Чăваш Республикин Общество центрĕнче ?вăл Оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче вырнаçнă/ ĕçлĕ. Унта 8 пысăк монитор вырнаçтарĕç.

2 точкăна вырнаçтарнă видеосăнав сасăлав йĕркеленĕ, бюллетеньсене сейф-пакета тата вĕсене упрамалли ешчĕксене вырнаçтарнă, суйлавçăсен сассисене шута илнĕ тата сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен калакан протоколсене шутланă, суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвне ирттернĕ самантсене йăлтах ÿкерсе тăрĕ.

Политика партийĕсемпе кандидатсем Общество палата сăнавçисем кирек хăш суйлав участокĕсенчи суйлав саманчĕсемпе хăйсен офисĕсенчех паллашма пултараççĕ.

Раççейĕн кирек хăш гражданинĕ те хăйне кăмăла кайнă кирек мĕнле суйлав участокĕнче те кандидата та, парти кандидатне те, штабпа килĕшсе татăлнă май, видеотрансляци урлă курма пултарать. Видеотрансляци виçĕ кун пырать. Енчен те эсир хăвăр кăмăла каякан кандидат тата партипе килĕшсе татăлсассăн унăн штабне пыма, телефон экранĕ çинчен видео çырса пыма пултаратăр.

Видеокамерăсене сасăлав процедурин уççăнлăхне тĕрĕслесе тăма май пултăр тата суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чух ăнланман ыйту сиксе ан тухтăр тесе палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code