Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджет, вакцинаци… Кирлĕ ыйтусем

Бюджет, вакцинаци… Кирлĕ ыйтусем

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ.

Канашлу район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина кăçалхи 8 уйăхра районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Бюджетăн тупăш пайĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 9,3 процент пысăкрах пулнă. Бюджета пырса кĕнĕ налуксен тупăшĕ – 11,6 процент. Куллен кирлĕ таварсемпе пулăшу ĕçĕсене хуракан хушма налук /акциз/, уйрăм çынсен пурлăх, çĕр пуянлăхĕпе усă курнин, ял хуçалăх налукĕсем пуçтарнин кăтартăвĕсем те аван. Çав вăхăтрах кăçал уйрăм çынсен /93,8 процент/, транспорт /97,8/, çĕр /95,9/ налукĕсем, патшалăх пошлини /71,3/ хывассипе начартарах ĕçленĕ.

Налук мар тупăш пĕрлештернĕ бюджета пĕтĕмпе 11 миллион та 401,9 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Пĕлтĕрхи танлаштарупа илсен 62,6 процент ытларах ку. Çĕр лаптăкĕсене /118,5 процент/, пурлăха арендăна /105,4/ панипе, муниципаллă пурлăха /350,9/ сутнипе, штрафсемпе /157,3/ те пуянланнă бюджет…

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов хăйсем ертсе пыракан отрасльсенче ĕçлекенсене вакцинаци тутарасси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕç. Районти 121 суту-илÿ, 21 обществăлла апатлану, 29 йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен точкăсенче паян пĕтĕмпе 396 çын тимлет. Вĕсенчен кафе-столовăйсенче, йăлара вăй хуракансен 57-шер проценчĕ прививка тутарнă пулсан, сутуçăсенчен 41 проценчĕ çеç çакăн витĕмлĕхне шута илнĕ. Тĕрĕссипе, лавккасенче ĕçлекенсем халăхпа уйрăмах тачă хутшăнура пулнăран, вакцинаци тутарассинче ырă тĕслĕх кăтартмалла пек те.

Ял хуçалăх организацийĕсенче, вĕсен ертÿçисем панă информацисем тăрăх, ĕçлекенсен 59 проценчĕ вакцинаци тутарнă. Ку тĕлĕшпе 60 процентран каçнă хуçалăхсен йышĕнче «Яманчурино», «Урожай», «Энтепе», «Клевер», «Труд», «Победа», «Комбайн», «Нива», «Сатурн». «Эмметево» /17 процент/, «Прогресс» /35 процент/, АСК «Яльчики» тата Ленин ячĕллĕ кооперативсенче /41-шер процент/ кăтарту вара пĕчĕк. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 69 /86 процент/ çын татăклă утăм тунă коронавирус инфекцийĕнчен сыхланассинче.

– Пандеми лару-тăрăвĕ районта çăмăл мар, – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый. – Коронавирус инфекцийĕ ватăсене çеç мар, çамрăксене те ураран ÿкерет. Çавăнпа вакцинаци пĕлтерĕшне кашнин ăнланмалла.

Лару-тăру çивĕчлĕхне çак цифрăсем те çирĕплетеççĕ: Патăрьелти Роспотребнадзор уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта июль уйăхĕнче ковидпа 87 çын чирленĕ, августра – 65, сентябрь уйăхĕн 14 кунĕнче – 13 çын…

Районти полици пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Карабурнашев право йĕркипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.

Канашлура ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code