Сентябрьте Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унта «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçсене алла илеççĕ. Вĕренÿ çак уйăхра вĕçленет. Фермерсем çĕнĕлĕхе ăса хывнипе пĕрлех çĕршыври, республикăри паллă предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсен паха опычĕпе паллашаççĕ.
«Фермер шкулĕнче» пурте хавхаланса тата тăрăшса вĕренеççĕ. Ушкăнра республикипе паллă фермерсем, сыр хатĕрлесе кăларакансем, çак ĕçе малтанхи хут тытăнакансем те пур. Вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, çĕнĕлĕхе алла илеççĕ. Преподавательсем шкула çÿрекенсене паха çимĕç пĕçерме, ĕç-хĕле тупăшлă йĕркелеме, ытти енĕпе тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Аслă шкулта лаборатори пурри вĕсене вĕреннине вырăнтах тĕрĕслеме, çирĕплетме май парать.
«Фермер шкулĕнчен» пĕрремĕш тапхăрпа вĕренсе тухнисенчен çак енĕпе хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янисем сахал мар. Акă, Куславкка районĕнчи Василий Семенов ăсталăха шкулта туптанă хыççăн ятарлă оборудовани туяннă. Сыр пĕçерес ăсталăха пуянлатнă хыççăн ăна сутма та тытăннă. Патăрьел тăрăхĕнчи Решит Санзяпов производствăна анлăлатнă май çĕнĕ йышши хăватлă оборудовани туяннă, сыр хатĕрлессине ÿстернĕ. Ун пеккисем татах пур.