Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурте пĕр çын пек пулса истори страницисене çырса хăварма хутшăнар!

Пурте пĕр çын пек пулса истори страницисене çырса хăварма хутшăнар!

Паян – октябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Елчĕк районĕнче 4 çырав участокĕ ĕçлет. Вĕсем ăçта вырнаçнине тата ыйтусем сиксе тухсан мĕнле телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелли пирки аса илтерме те манар мар:

Лаш Таяпа ялĕ, Солдатская урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-67-56;
Аслă Пăла Тимеш ялĕ, Школьная урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-65-26;
Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 13-мĕш çурт, 8-953-014-12-87;
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ, 40 лет Победы урам, 19-мĕш çурт, 8-953-014-45-68.

Çырава цифра технологийĕсемпе усă курса ирттереççĕ. Хальхи çыраври çĕнĕлĕх – кашни çын «Госуслуги» порталта хăй тĕллĕн çырăнма пултарни. Енчен те унта регистрациленнĕ пулсан паянтан – октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа анкетăна хăйĕншĕн тата ытти çемье членĕшĕн те çырса тултарма пулать. çакна интернетпа çыхăнтарман смартфон, планшет, компьютер урлă та пурнăçлама пулать.

Уйрăмах халĕ, пандеми вăхăтĕнче цифра технологийĕпе усă курни меллĕ пулмалла. Онлайн мелпе çырава хутшăннисем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн партнерĕнчен – Сбер ушкăнран парне илме пултараççĕ. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыруçăсем ятарлă программа вырнаçтарнă планшетпа мĕн пур çуртсене çитме ĕлкĕрĕç. Çак кунсенче çынсем çырав участокĕсенче, çав шутра НФЦра та çырăнма пултараççĕ.

Çакна та аса илтеретпĕр, çырав хутĕнче 33 ыйту. Вĕсем çине хуравлама 20 минутран ытла кирлĕ мар. Çакăн чухлĕ вăхăт хăвăр тата çемье членĕсем пирки каласа пама çителĕклех. Электрон çырав хутне тултарма тата хăвăртрах пулать.

Çынсене кăсăклантаракан ыйтусем, пĕлменни те сиксе тухма пултарать. Ку чухне эсир «Хĕрÿ линие» шăнкăравласа яма пултаратăр. Куллен ирхине 9 сехетрен пуçласа 21 сехетчен тÿлевсĕр 8-800-707-20-20 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çыравпа çыхăннă кирек хăш ыйтăва та пама пултаратăр.

Çыруçа мĕнле палласа илмелле; Ăна «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ» логотиплă ятарлă жилетпа, шарфпа, портфельпе, тĕттĕмре ĕçлеме хунарпа тивĕçтернĕ. Çыруçă респондентсенчен документ ыйтмасть, телефон урлă ыйтса пĕлмест, çын хуравĕсене çийĕнчех планшета кĕртсе пырать.

Çыравăн малтанхи кăтартăвĕсене Росстат 2022 çулхи апрельте пичетлесе кăларма палăртнă, ыттине – 2022 çул вĕçĕнче. 2021 çулхи цифра çыравĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕ – ВI платформа. Кăмăл тăвакансем çак тытăмпа усă курма, кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатма пултараççĕ.

Пĕтĕмлетсе калас пулсан, çырав – статистика тĕпчевĕ кăна мар, пирĕн республикăн, çĕршывăн историйĕ те. Эпир те унта тÿпе хыватпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code