Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Иккĕленÿллĕ эмелсем

Иккĕленÿллĕ эмелсем

Эмелпе çыхăннă темăн пĕлтерĕшĕ хальхи лару-тăрура нихăçан та чакас çук. Чăн та, вĕсем чăннипех усăллă пулнине пĕлсен укçине те хĕрхенмĕн. Апла пулин те Россельхознадзор специалисчĕсем иккĕленÿллĕ эмелсене тăтăшах тупса палăртаççĕ.

Федерацин çак ведомстви выльăх-чĕрлĕхе сиплеме усă куракан эмелсене, вĕсене мĕнле упранине тĕрĕслет. Шанчăксăр эмелсем тупса палăртнă пирки сайтра çĕнĕрен те çĕнĕ информаци вырнаçтараççĕ. Ветаптекăра туяннă сиплев япалисем килĕшменни е ытти иккĕленÿ пирки çырнă çырусем тăрăх та çийĕнчех тĕпчев ĕçĕсем йĕркеленине палăртмалла. Тĕрĕслевсем Чăваш Республикинче те суя эмелсем пулнине çирĕплетеççĕ.

Пĕлтĕр сăмахран, Пăрачкав районĕнче пĕр обществăра тĕрĕслев ирттернĕ чухне «Неофурол» текен эмел иккĕленÿ çуратнă. Препарата, чăн та, регистрацилемен иккен. Унсăр пуçне, ветеринарире усă курма юракан эмел хатĕрĕсен реестрне кĕртменни те çиеле тухнă.

Пахалăха палăртас тĕллевпе эмелсен 33 тĕслĕхне Мускавра ятарласа тĕпчеттернĕ май вара виçĕ препарат пахалăхсăрри палăрнă: «Универм», «Новокаин», «Кальция хлорид». Шупашкар хулинче, Комсомольски тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче сутнă çав флаконсене тĕп тума тивнĕ.

Кăçал çу уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Шупашкар хулинче тупса палăртнă пахалăхсăр «Мазь Вишневского» /требованисемпе килĕшсе тăман/ препарата та çав шăпах пырса тивнĕ.

2020 çулта тата ку енĕпе лицензисĕрех услам тунă 4 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă: Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенче.

Сиплев япалисене кирлĕ пек упраман тĕслĕхсем тĕлĕшпе те кăçал явап тыттарма тивнĕ. Йĕркене пăхăнман кунашкал тĕслĕхсем Комсомольски тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен, тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, эмелсене упрамалли условисене пăхăнманни – çине-çинех тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code