Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автоçулсене юсаççĕ

Автоçулсене юсаççĕ

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа 2020 çулта республика харпăрлăхĕнчи çул сыпăкĕсене 23 вырăнта çĕнетме палăртнă.

РФ транспорт министерстви реестра кĕртнĕ инновацисен йышне ÿстересси çинчен калакан хушăва пурнăçласа тата Таможня союзĕн «Автомобиль çулĕсен хăрушсăрлăхĕ» регламенчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши материалсемпе технологисене производствăна явăçтарма тытăннă ĕнтĕ: Шăмăршă – Суйкăн – Алтышево – «Энĕш» автоçул, Улатăр – Ахматово – Ардатов, Шупашкар – Сăр, «Атăл» автоçул – Сĕнтĕрвăрри – Октябрьски – Куславкка, «Çĕрпÿ – Ульяновск» – Яманчÿрел çулсен сыпăкĕсене ĕçе кĕртеççĕ.

Аукционсем ирттерсе мĕнпур объектра ĕç тăвакан подряд организацийĕсене палăртнă, вĕсемпе патшалăх килĕшĕвне çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code