Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем. Мĕнле вĕсем?

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем. Мĕнле вĕсем?

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов иртнĕ эрнере ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннипе пулса иртнĕ канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 10764 пуç /102,1 процент/ мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Çав шутран 3561 пуç сăвăнакан ĕнерен отчетлă тапхăрта 16735,555 тонна, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 597,8 центнер сĕт туса илнĕ. Районăн пĕтĕмĕшле вăтам кăтартăвĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакман пулин те Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, малтанхипе танлаштарсан, сĕт туса илесси 87,7 процент анчах пулнă. «Рассвет», «Комбайн» ЯХПКсемпе «Яманчурино» ОООри кăтартусем те пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах «Победа» ОООпа «Сатурн» ЯХПКра отчетлă тапхăрта сĕт туса илесси 105,4 -103,5 процент ÿснĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессин кăтартăвĕ чи пысăкки – «Победа» ОООра – 1654,7 центнер. Районĕпе илсен вăл 597,8 центнер пулнă.

Районĕпе 1 ĕнерен 4710 килограмм сĕт сунă. Чи пысăк сăвăм – «Победа» ОООра – 6806 килограмм. Иккĕмĕш кăтарту – «Эмметево» ОООн – 6220 килограмм. Чи пĕчĕк сăвăм – «Яманчурино» ОООра – 3487 килограмм, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра – 3709 килограмм. «Энтепе» ОООри /4046 килограмм/, «Прогресс» АХОри /4327/, «Комбайн» ЯХПКри /4555/ кăтартусем те районăн вăтам кăтартăвĕнчен сахалрах.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 9 уйăхри тапхăрта пурĕ 1593,2 тонна /95,5 процент/, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 56,9 центнер аш-какай туса илнĕ. Тĕрĕссипе, ĕне ашĕ туса илесси /1095,227 тонна е 110,4 процент/ ÿснĕ. Анчах çак тапхăрта районĕпе илсен сыснасен хисепĕ палăрмаллах чакни /малтанхи 7403 пуç вырăнне 4336 пуç юлнă е 58,6 процент/ кăтартусем çине витĕм кÿнех. Çакна кура отчетлă тапхăрта 493,6 тонна /73,7 процент/ анчах сысна ашĕ туса илнĕ. Хальхи вăхăтра «Прогресс» АХОра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сыснасем – 1358, «Рассвет» ЯХПКра – 838, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра – 754, «Комбайн» ЯХПКра 117 пуç каярах шутланаççĕ.

«Победа» ООО усă куракан 100 гектар çĕр пуçне /пурĕ 1378 гектар/ аш-какай туса илессипе те чи малти, ку кăтарту 116,2 центнерпа /115,1 процент/ танлашнă. «Прогресс» АХО кăтартăвĕ /5084 гектар/ – 116,9 центнер /95,1 процент/, «Рассвет» ЯХПКра /1459 гектар/ 80,9 центнер аш-какай туса илнĕ. Чи пĕчĕк кăтарту – «Энтепе» ОООра – 7,4 центнер анчах. «Труд» ЯХПКра, «Эмметево» тата «Яманчурино» ОООсенче те вăл районăн вăтам кăтартăвĕнчен сахалрах.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх организацийĕсенчи выльăхсен ÿт хушаслăхĕ мĕнле пулнă; Мăйракаллă шултăра ĕне выльăхсем, районĕпе илсен, пĕр талăкра 796 грамм /иртнĕ çул-768/, сыснасем 605 грамм /642/ ÿт хушнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code