Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Арçын ачасем нумайрах

ЗАГС пайĕнче районти 70-мĕш пепкене регистрациленĕ.

Лаш Таяпара пурăнакан Александрпа Снегира Степановсем виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Пукрав кунĕнче çут тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчине телейлĕ çемье Аделия ят панă.

Калас пулать, районти 70 ачаран 42-шĕ ывăлсем. Кăçал ашшĕ-амăшĕ Александр, Артем, Роман, Анастасия, Мария, Анна ятсене ытларах килĕштернĕ.

«Пушкин карттипе» усă курса

Раççейре сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Пушкин картти» культура программи ĕçе кĕнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Унпа шкул ачисем тĕрлĕ музейсемпе театрсене, выставкăсене çÿреме пултараççĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те нумаях пулмасть Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă концерт курнă. Билетсене «Пушкин карттипе» туяннă. Шкул ачисем хаваслă та усăллă канччăр тесе патшалăх вĕсене çулталăка 3 пин тенкĕ куçарса панă.

Професси ăсталăхне алла илеççĕ

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Агрокласс» занятийĕсем пуçланнă.

АПК тытăмĕнче ĕçлеме квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ыйтăва Чăваш Республикин Правительстви шайĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Агрокласс» проект вара Курнавăшри шкул никĕсĕ çинче кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Унсăр пуçне, кунта 1996 çултан тытăнсах вăтам шкулта вĕреннипе пĕр вăхăтрах яш-кĕрĕме професси пĕлĕвĕ илме пулăшаççĕ. Çапла майпа вĕсем шкул саккинченех тракторист-машинист тата водитель удостоверенийĕсене те алла илме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code