Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Йĕркелĕхшĕн яваплă

Йĕркелĕхшĕн яваплă

Хальхи вăхăтра районти полици пайĕнче участокри 5 уполномоченнăй тăрăшать. Аслă Елчĕк тата Елчĕк ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн Алексей Борисов, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль – Петр Еремеев, Курнавăш, Тăрăм – Наталья Вершкова, Лаш Таяпа – Ильнар Абейдуллин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕшĕн – Дмитрий Печков участокри уполномоченнăйсем яваплă. Подразделение Людмила Егорова ертсе пырать. Вĕсем ытти сотрудниксемпе пĕрлех преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ, тăтăшах халăх хушшинче пулаççĕ, пухусене е ытти мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Кăçал район территорийĕнче пурĕ 68 преступлени регистрациленĕ пулсан, вĕсенчен 27-шне – участковăй уполномоченнăйсем тупса палăртнă.

Çывăх вăхăтра участокри уполномоченнăйсем районта ноябрĕн 25-26-мĕшĕсенче иртекен тата ноябрĕн 29-мĕшĕнче пуçланса декабрĕн 3-мĕшĕнче вĕçленекен «Йăла тата çемье» профилактика мероприятине хутшăнаççĕ, полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулаççĕ, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман граждансемпе курса калаçаççĕ.

Хальхи вăхăтра районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйĕсен подразделенийĕнче 75 çын, çемье канăçлăхне час-час пăсакан 35 çын учетра тăраççĕ.

А.КАРАБУРНАШЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code