Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Професси суйлама çăмăл мар

Професси суйлама çăмăл мар

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар «Ĕç – пурнăç илемĕ», – теççĕ. Эппин, пурнăç чăннипех те илемлĕ пултăр тесен пур çыннăн та хăйне килĕшекен ĕç суйласа илме пĕлмелле.

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти И.Смирнов, С.Ананьева тата М.Никонова çамрăк волонтерсем тăххăрмĕшсене чуна килĕшекен професси суйлама вĕрентрĕç. Профессие тĕрĕс суйласа илес тесен мĕн тумалла; Аслисене итлесе вĕсем сĕннĕ вĕренÿ учреждение çул тытмалла е чун туртнă специальноçа алла илмелле;

Çамрăк волонтерсем тăххăрмĕшсене тарăн шухăша путмалли ыйтусем нумай пачĕç. Унччен вара шухăшламалăх вăхăт пур-ха, «саппасра» 2-3 çул…

С.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code