Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк авторсем валли

Çамрăк авторсем валли

Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотеки çамрăк авторсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсне ĕçсем малалла йышăнать. Конкурса чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă.

Унта литература анинче çитĕнÿсем тăвакан 15-35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс «Проза», «Поэзи» тата «Драматурги» номинацисемпе иртет. Хайлавсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Ĕçсене 2022 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428027, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 8 а çурт, Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотеки, тавра пĕлÿпе наци литературин уйрăмĕ. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса валли» тесе палăртмалла. Тĕрлĕ хайлавсен пуххисенче, альманахсенче унччен кун çути курнă хайлавсене йышăнмаççĕ.

Конкурса 2022 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чыслаççĕ, вĕсен хайлавĕсене «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекен 6-мĕш пайĕнче пичетлесе кăлараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code