Çулне кура мар çирĕп ăс-тăнлă, кĕлеткипе яштака, çутă сăн-питлĕ Зина аппапа калаçма çăмăл та кăмăллă пулчĕ. Сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ пирĕн.
1935 çулхи çу уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче, садсенче улмуççисем, çĕмĕртсем шап-шурă чечекре ларнă вăхăтра, Питтĕпел ялĕнчи Феофанпа Ксения Свекловсен çемйинче иккĕмĕш ача – Зина кун çути курнă. Çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнче çуралнă чечек евĕр илемлĕ хĕр ача ашшĕ-амăшне чунтан савăнтарнă. Саккăрăн пĕртăван çитĕннĕ Свекловсем. Хĕрсенчен чи асли пулнă май шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхма тивнĕ ăна. Ашшĕ-амăшĕ пысăк çемьене ура çине тăратас тесе колхоз ĕçĕнчен юлман. Вăрçă сиксе тухни пурнăçа тата йывăрлатнă. Çавăнпа та Зинăн нумай вĕренме тÿр килмен. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн хĕр ача вăйпитти çынсемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Хĕр шутне кĕрсен ăна торф кăларнă çĕре янă. Инçетре ĕçлесе илнĕ шалу çемьене пысăк пулăшу кÿнĕ.
Хитре те вăр-вар, пултаруллă хĕре ял каччисем куç хывнă. Турă çырни хапха умне Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи йĕкĕте илсе çитернĕ. Тăванĕсем патне хăнана кайнă Петр Портнов, тин кăна салтакран килнĕскер, шыв ăсма каякан хĕре асăрханă та тăруках чĕрине хĕрÿллĕ юратун вут-çулăмĕ хыпса илнине туйнă. Каç пуласса аран кĕтсе илнĕ ĕнерхи салтак. Вăрмана вутта кайма çыртарса илнĕ лашапа юлташĕсемпе тÿрех Питтĕпеле вĕçтернĕ. Петя ĕлĕкхи йăлапа пĕрре курса чун-чĕрине вырнаçнă пикене лав çине лартса вăрласа килнĕ .
1966 çулхи кăрлач уйăхĕнче 22 çулхи каччă 19-ти хĕре ашшĕ-амăшĕн çуртне мăшăр тума илсе кĕнĕ. Пĕр пĕчĕк пÿртре тата Петьăн амăшĕпе Нина йăмăкĕ пурăннă. Çĕнĕ мăшăр килтисемпе пĕр чĕлхе тупса шăкăл-шăкăл калаçса çутă ĕмĕтсемпе çунатланнă. Часах Нина кÿршĕ ял ачине качча тухнă.
Çулсем иртнĕ май Портновсен çемйинче пĕрремĕш пепке çуралнă. Колхоз ĕçне хастар хутшăннă Петьăпа Зина. Пĕчĕккĕн тăрăшса пÿрт хăпартса лартнă. Çемьере йыш хушăнсах пынă. Костя хыççăн Валя, Лена, Леня, Володя, Саша çут тĕнчене килнĕ. Хунямăшĕ ачасене ÿстернĕ вăхăтра çемьен пысăк тĕревĕ пулнă. Анчах та Урине аппан ĕмĕрĕ кĕске килнĕ. Вăл 56 çултах йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă.
1966 çулта ялта пысăк пекарня туса хута янă. Ăста алăллă Зинаида Портновăна çăкăр пĕçерме шаннă. Ĕçе юратса пурнăçланă май опычĕ те пухăнса пынă тăрăшуллă хĕрарăмăн. Ял-йыш Зина сменинчи çăкăр питĕ тутлă пулнине палăртатчĕ, черет тăрсах туянатчĕ.
«Ĕçне кура – хисепĕ», – тенĕрен Зинаида Феофановна «Районти чи лайăх пекарь» ята илсе унăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Çăкăр пĕçернĕ хушăрах колхоз хирĕнче уйăрса паракан выльăх кăшманĕ, сухан, севок пайĕсенчен те пăрăнса юлман хастар амăшĕ. Хăйĕнпе юнашар тăратса ывăлĕсемпе хĕрĕсене ĕçе хăнăхтарнă. Ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнекен ача-пăча пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарнине ăнланнă пăрчăкан евĕр тăрăшуллă амăшĕ. Çăвĕпе уй-хирте тар тăкса пиçĕхсе илнĕ укçа-тенкĕпе çĕнĕ çи-пуç туяннă ачасем епле хĕпĕртенĕ-ха!
1975 çулта Портновсем кирпĕч çурт купаласа лартнă. Петр Абрамович ăста каменщик пулнăран çемьен укçа-тенки те самай перекетленнĕ. Тепĕр çултан çурт тăррине витсе хума мехел çитернĕ пуçаруллă хуçасем. «Çип çинçе çĕртен татăлать», – тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Ĕçчен алăллă арçын кил-çурта тытса пымалла чухне Петр сасартăк вилсе каять. Уяр аçа çапнă евĕрех пулса каять Зина аппашăн çак пысăк хуйхă. Ултă ачапа тăлăха тăрса юлнă хĕрарăм. Кĕçĕнни 6 çулта кăна. Черчен хĕрарăм шăлне çыртнă та малашлăха тинкерсе мĕнпур йывăрлăха чăтнă. Ачисем амăшне май килнĕ таран пулăшнă, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçланă, çав вăхăтрах шкулта та тăрăшса вĕреннĕ.
Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн пилĕк çул иртсен çемье çурта туса пĕтерсе пурăнма кĕрет. Ĕмĕт малалла пырать. Зина аппа епле те пулсан тĕпренчĕкĕсене çын шутне кĕртес тесе ырми-канми тăрăшать. «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçет.
Костя ывăлĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах район хаçатне заметкăсем, статьясем çырнă. Çак ăсталăха туптас тесе Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн районти «Колхоз ялавĕ», республикăри «Хыпар» хаçатсенче корреспондентра ĕçленĕ. Унтан Чăваш наци конгресĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Çемье çавăрса Шупашкар хулинче пурăнать.
Валентина шкул пĕтернĕ хыççăн çемье çавăрать. Мăшăрĕпе чылай çул Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлеççĕ. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн тăван ене таврăннă вăл.
Лена яланах вĕренме талпăннă. Малтанах кулинари училищине, унтан Горькинчи суту-илÿ техникумне пĕтернĕ. Каярахпа экономист профессине алла илнĕ.
Леня электрика вĕренсе тухнă. Чита облаçĕнче хунав янă. Володя Шупашкарти энерготехникум пĕтернĕ хыççăн хуларах ĕçлет.
Кĕçĕн ывăлĕ, Александр, ЧПУра вĕренсе инженер-строитель дипломне алла илнĕ. Çĕнĕ самана пуçлансан бизнеса кĕрсе кайнă. Кÿкеçри райпо çурчĕсене туянса пулă сутассине йĕркелесе янă. Çавна май 50 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ вăл. Ачисемпе йышлă мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсем ватăна манмаççĕ.
Савăнса кăна пурăнмалла чухне Зинаида Феофановна кăшăллă вирус чирĕпе аптăраса ÿкет. Çулĕпе çамрăк мар, ÿпкене сиенленĕ процент та пысăк пулнипе ачисем амăшĕн пурнăçĕ пысăк хăрушлăхра иккенне хăвăрт тавçăрса илеççĕ. Хаклă эмелсем тупса килеççĕ. Валентина самантлăха та амăшĕ умĕнчен каймасть. Вăрах вăхăт сипленме тивет ватăн. Усал чире çĕнтерме ачасен пулăшăвĕ, тăрăшулăхĕ, юратăвĕ пулăшнă ăна. Больницăран кăларма вăхăт çитсен тухтăрсем ăна килте те кислород аппарачĕ кирлине пĕлтереççĕ. Амăшĕшĕн чунне пама хатĕр ачисем самантрах ятарлă хатĕре туянаççĕ. «Вилĕмпе юнашар выртрăм, унăн хăрушă аллинчен туртса илчĕç мана хамăн тĕпренчĕкĕмсем», – тет 86 çулхи Зина аппа.
Çакăн пек ырă чун-чĕреллĕ, харсăр ачасем ÿстерме пултарни амăшĕн пархатарлă ĕçĕ. «Мĕн акатăн, çавна вырса илетĕн», – тесе ахальтен каламан ваттисем.
Паян Зинаида Феофановна капмар та хăтлă кил-çуртра Валентина хĕрĕпе пурăнать. Кану кунĕсенче кил-çурт умне чаплă çăмăл машинăсем килсе чарăнаççĕ. Парнесемпе, кучченеçсемпе амăшне сăйлама васкаççĕ пурте. Пурнăç парнеленĕ хаклă çынна ăшшăн çупăрласа хăйсен юратăвне палăртаççĕ. Çакă мар-и вара амăшĕн телейĕ?!
З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн ертÿçи.
Сăн ÿкерчĕкре: З.Портнова Валя тата Лена хĕрĕсемпе.