Коронавирус никама та хĕрхенмест. Маларах унпа аслă çулхисем час-час чирлетчĕç пулсан, халĕ вара вăл çамрăксене те çулăхать.
Паянхи кун коронавирусран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Çакна шута илсе эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех прививка тутартăм, ялти староста пулнă май ял çыннисене те çапла тума чĕнсех калатăп. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вакцина тутарнисем ку амака çăмăллăнрах парăнтараççĕ. Пурнăçа упрар, хамăрăн сывлăхшăн хамăр яваплă пулар.
Валентина СОЛОВЬЕВА.
Тăрмăш ялĕ.