Декабрĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ – Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева ертсе пычĕ.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова сăмах илчĕ. Районăн 2022 тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарчĕ вăл. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланнă май районăн социаллă пурнăçĕпе экономика ÿсĕмĕ вăл мĕнле аталаннинчен чылай килет. Кăçалхи çулталăка илес пулсан, ял хуçалăх продукцине туса илесси пĕлтĕрхинчен 5,3 процент пысăкрах пулĕ. 2022 çулта çак производство калăпăшне 3,4 процент, 2023 çулта – 3,8 процент, 2024 çулта 4 процент таран ÿстерме палăртаççĕ. Туса илекен продукцин калăпăшне ÿстерсе пырассинче, паллах, ял хуçалăхĕ умĕнче тăракан приоритетлă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыни пысăк вырăн йышăнать: тивĕçлĕ кадрсене çул пани, ĕç çыннисен тупăшне ÿстерсе пыни, яллă вырăнсенче пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыни, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, техникăна çĕнетни, выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне тата ÿсен-тăран сорчĕсене çĕнетсе пыни тата ытти те.
Инвестицине илес пулсан, 2020 çулта укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕнчен тĕп капитала пырса кĕнĕ инвестици калăпăшĕ 315 миллион тенкĕпе танлашнă. Инвестицисем сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене, çурт-йĕр строительствине, çул-йĕр хуçалăхне, вĕрентÿ тата культура объекчĕсене юсама кайнă. 2021 çула илес пулсан, укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕнчен тĕп капитала пырса кĕнĕ инвестици калăпăшĕ 335 миллион тенкĕпе танлашасса палăртаççĕ. Прогноз тăрăх, 2022 çулта çак цифра 366 миллион тенкĕпе танлашĕ.
Районăн 2022 тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕн проектне райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина уçса пачĕ. Елчĕк районĕн 2022 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 399430,4 пин тенкĕпе, расхутсен пайĕ 399545,4 пин тенкĕпе, дефицит 115 пин тенкĕпе танлашать. Депутатсем пурте пĕр саслă пулса виçĕ çулхи малашлăх бюджетсене йышăнчĕç.
Малалла депутатсем Елчĕк район депутачĕсен 2020 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчи 4/2-с, 2020 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 5/4-с номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.
Е.КРЫЛОВА.