Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Уяв та шавлă иртмĕ

Уяв та шавлă иртмĕ

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав-çавах çивĕч пулни сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнма хистет – Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче те.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнекунхи оперштаб ларăвĕнче çакăн пирки уçăмлăн пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн аякра ĕçлесе пурăнакансем те, тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсем те тăван тăрăха таврăнаççĕ, çакна кура вирус çаклатас хăрушлăх тата ÿсни куç кĕрет. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов та, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская та Олег Николаев пусăмласа каланипе – ку чухне ПЦР-тест тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелесе пырасси пирки тĕпрен килĕшнине пĕлтерчĕç.

Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăласси, малтанхи эрнесемпе танлаштарсан, чакнă пулин те пирĕн район пирки çакна калаймăн. Пачах тепĕр майлă, юлашки 2 эрнере чирлекенсен хисепĕ тăрук ÿссе кайнă – пурĕ 37 тĕслĕх. Пĕр уйăхра – ноябрьте анчах 88 çын чирленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова /оперштаб ларăвĕнче хутшăнса калаçма, районти лару-тăрушăн хурав пама тиврĕ те унăн/ районта пурăнакансем ушкăнпа чирлени тÿррĕнех вакцинаци тăвасси çав-çавах тивĕçлĕ шайра пулманнипе, çакна кура коллективлă иммунитет çирĕпленсе юлайманнипе сăлтавларĕ. Прививка туманнисем чире йывăррăн ирттернине, вилекенсем те нумайăн пулнине тăтăш илтетпĕр, куратпăр. Çынсене урăхла тата мĕнле каласа ăнлантарма пулĕ;

Республика Пуçлăхĕ çакна та татăклăн пĕлме пачĕ: Çĕнĕ çул уявне садиксемпе шкулсенче уйрăм пÿлĕмсемпе классенче анчах ирттермелле. Унта та коронавирусран прививка тутарнă ашшĕ-амăшне анчах кĕртеççĕ. Маска режимĕ, ÿт температурине виçесси, паллах, вăйра юлать.

Унсăр пуçне, çынсен уяв кунĕсенчи канăва мĕнле йĕркелесси пирки те малтанах шутласа хумалла. Мĕншĕн тесен кăçал уява кафе-ресторанта та паллă тăваймăн. Хальхи вăхăтра республикăра декабрĕн 31-январĕн 1-мĕшĕсенче обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçне чарса лартасси пирки те сÿтсе яваççĕ. Çак ыйтăва паян-ыранах татса памалла.

Мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ те тăкăслансах пырать. Çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнманнисен тĕлĕшпе вĕсенчен çирĕп ыйтма хистекен çĕнĕрен те çĕнĕ мерăсем вăя кĕреççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code