Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раштав улшăнусем илсе килчĕ

Раштав улшăнусем илсе килчĕ

Раштавра вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе кĕскен паллашар-и?

  • Малашне банксен кредит килĕшĕвĕсенче заемщик хăйне хушма пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе килĕшнине кăтартакан, пичетлесе палăртакан паллăсем лартма юрамасть. Вĕсемпе килĕшнине заемщикăн хăйĕн аллипе çырса паллă тумалла. Саккуна кĕртнĕ тивĕçлĕ улшăну раштавăн 30-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çапла вара банксен клиенчĕсемшĕн çав хушма пулăшу ĕçĕсем тĕлĕшпе 14 кунлăх тапхăр пулать. Çакă кредит пулăшăвне алă пуснă чухне çынсене хушма пулăшу ĕçĕсемшĕн ирĕксĕрлесе тÿрлеттерессинчен хăтăлма пулăшмалла.
  • Раштавăн 31-мĕшĕнче граждансем 3-7 çулсенчи ачасемшĕн уйăхсерен палăртакан тÿлеве çĕнĕрен шутлама ыйтмалли вăхăт вĕçленет. Заявление Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă параççĕ. Тÿлев виçи çемье тупăшĕнчен килет. Пособие регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 50 проценчĕ чухлĕ тÿлеççĕ, çемьен çын пуçне тивекен тупăшĕ регионти пурăнма кирлĕ виçене çитеймест пулсан пособие «минимумăн» 75 проценчĕ чухлĕ палăртаççĕ. Çапла тусан та çын пуçне тивекен вăтам тупăш «минимума» çитеймесен пособие регионти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 100 проценчĕ шайĕнче çирĕплетеççĕ.
  • ЗАГСсен ĕçĕнче экстерритори принципĕ вăя кĕрет. Çавна май граждансем малашне граждан лару-тăрăвĕн акчĕсене хатĕрлемешкĕн кирек хăш ЗАГСран та ыйтма пултарĕç. Калăпăр, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна хăвăр пурăнакан вырăнти мар, урăх районти е хулари ЗАГСра ыйтма пулать. Ку патшалăхăн граждан лару-тăрăвĕн акчĕсен пĕрлехи реестрне хатĕрлесе çитернипе çыхăннă. Çапла майпа ЗАГСсенче çынран текех прописка ыйтма пăрахĕç.
  • Раштавăн 1-мĕшĕнчен тытăнса интернетпа çыхăнмалли пулăшу ĕçĕ кÿрекен провайдерсен абонентсене хамăр çĕршыври социаллă пĕлтерĕшлĕ информаци ресурсĕсен списокне кĕртнĕ сайтсемпе, информаци тытăмĕсемпе, программисемпе тÿлевсĕр çыхăнтармалла. Çапла тумашкăн абонентсен уйрăм кабинетра «Социаллă интернет» опцие активацилемелле. Уйрăм кабинета кĕмешкĕн баланс нульпе танлашни те чăрмантармалла мар. Тÿлевсĕр сайтсен списокĕ самай пысăк: Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, Президент, Федераци Канашĕ, Патшалăх Думи, мĕн пур министерство, регионсен администрацийĕсен сайчĕсем, ыттисем.
  • Раштавăн 29-мĕшĕнчен Раççей ШĔМĕ ют çĕршывсен Раççее килнĕ çыннисем пÿрне йĕрĕсене обязательнăй йĕркепе парасси, сăн ÿкерттересси, медицина тĕрĕслевĕнче пуласси çинчен калакан саккунпа усă курма пуçлать. Ĕçлеме килнĕ çынсен çак требование кунта çитнĕ хыççăн 30 кунран кая юлмасăр пурнăçламалла, ĕçлес тĕллевсĕр 90 кунран ытларах тапхăра килнисен – 90 кунра.
  • Раштавăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ултавçăсен сайчĕсене судсăрах хупма май пулĕ. Çак ирĕке Раççей Банкне панă. Унччен çак процедура валли темиçе уйăх кирлĕ пулнă, халĕ – темиçе кун. Саккун граждансен ултавпа çыхăннă укçа çухатăвĕсене чакарма май парĕ. Калăпăр, финанс пирамидисен сайчĕсене хупасси те ансатланать.
  • Патшалăх таварсен саккунсăр çаврăнăшне пĕчĕклетес тĕллевпе çĕнĕ продукцие маркăласси анлăланса пырать. Раштавăн 1-мĕшĕнчен хăвăрт пăсăлакан, юрăхлăх вăхăчĕ 40 талăк е унран та сахалрах сĕт-юр варне обязательнăй майпа маркăламалли йĕрке вăя кĕнĕ. Çавăн пекех малашне кĕленчесене тултарнă минерал шывне те обязательнăй йĕркепе маркăламалла. Таварсене суя маркировка хатĕрĕсемпе усă курса сутнăшăн уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code