Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулсерен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртĕç.
Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене тĕпе хунă.