Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăр çăмăлттайлăха каçармасть

Пăр çăмăлттайлăха каçармасть

Çанталăк çур енне кайса пынă май юхан шывсемпе кÿлĕсенчи пăрăн çирĕплĕхĕ чакса пырать, çавна май пăр çине кĕрекенсен специалистсен сĕнĕвĕсене шута илмелле.

Паллах, кашни пĕве е кÿлĕ çумне çăлавçă тăратаймăн, çавăнпа та çынсен пăр çине кĕнĕ чух хăйсен хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть! Унăн хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар, çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăл куç тапакан вырăнсенче вăл çÿхерех. Шурлăхлă вырăнсем те çирĕп шăнмаççĕ. Пăр çине кĕрсен ыттисем тунă сукмакпа утмалла. Вăл пулмасан çирĕп патак илсе хăвăрăн çул тумалла, иккĕленÿ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине е катăлнă, шăтарнă вырăнсем пуррине асăрхасан каялла каймалла.

Тĕтреллĕ çанталăкра е çĕрле пăр çине кĕмелле мар. Хĕлле пулă тытакансен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

– пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар;

– ваксене юнашар тата каçăсем çумĕнче шăтарма юрамасть. Вĕсен хушши пĕр-пĕринчен 5 метртан кая пулмалла мар;

– пăр çинче сикме, чупма тата пĕр вырăнта нумаййăн пуçтарăнма юрамасть;

– шырлансем патĕнче пулă тытмалла мар;

– пĕр вĕçне 400-500 грамлă япала çыхнă, тепĕр вĕçне тĕвĕленĕ /петля/ вĕрен яланах пĕрле пулмалла. Ун вырăнне пиçиххи, шарф тата ытти те пулмалла.

Инкеке лексен лăпкăлăха çухатмалла мар, шывра çапкаланмасăр, алăсене малалла тăсса пăр хĕррине кăкăрпа тĕревленмелле, хăвăр тĕллĕн пăр çине хăпарма тăрăшмалла. Унтан хăрушă вырăнтан айккинерех шуса каймалла, пулăшу кирлĕ пулсан 112 номерпе шăнкăравламалла.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code