Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв мероприятийĕсен планĕ хатĕр

Уяв мероприятийĕсен планĕ хатĕр

Шупашкар тата Куславкка районĕ Республика кунне хатĕрленме тытăнмашкăн пултараççĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем кăçал тĕп хулара тата асăннă районта иртĕç. Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура уяв мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ.

Документпа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов паллаштарнă. Чăваш Енĕн патшалăх шайĕнчи тĕп праçникĕнче ку хутĕнче çĕршывсен хушшинчи çыхăнусене аталантарассине тĕпе хурĕç, мухтавлă ентешсем çине пусăм тăвĕç. Пĕтĕм Раççей шайĕнче тата çĕршывсен хушшинчи шайра виçĕ теçетке ытла мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çав шутра – Шупашкарта йăлана кĕнĕ экономика форумĕ, «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, регионти чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен презентацийĕ, «Симĕс Чăваш Ен» экологи фестивалĕ, çамрăксен «МолГород» форумĕ, фейерверксен «Асамат» фестивалĕ. Çавăн пекех уяв тĕлне социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, общество инфратытăмĕн объекчĕсене уçма тĕв тунă.

А.Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code