Тăхăр теçетке тултарнă Клавдия Волкова хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Эльвира Федорова саламласа парнепе чысланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн тыл ветеранĕ ячĕпе килнĕ ăшă саламне вуласа панă.
90 çул тесе калама анчах ансат, утса тухнă кун-çула тишкерсен вара унта хура-шурĕ те, савăнăçĕ-телейĕ те пайтах пулнине куратăн. Ачалăхĕ çăмăл килмен Клавдия Емельяновнан. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче терт-нуша курнă ачасем пурнăç тути-масине лайăх туйса ÿснĕ. Ашшĕ – Емельян Васильевич Мешков 1904 çулта çуралнă. Ăста алăллă пулнипе палăрнă вăл таврара: платник, тимĕрçĕ, шорник ĕçĕсене пурнăçланă. Тимĕрçĕ лаççи килтех пулнă, куллен ут хатĕрĕсем, урапа-çунасем ăсталанă. 1942 çулхи июнь уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă ăна, Клавдия ун чухне вунă çулта пулнă. Хĕрĕ çамрăк пулнăран вăл мăшăрне çапла каласа хăварнă: «Клавдийăна халех ĕçе ан яр, çамрăк-ха вăл». Вăрçă хирĕнчен темиçе çыру анчах çырнă сапер, 1943 çулхи февраль уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухални пирки çыру килнĕ. Амăшĕ – Мария Леонтьевна Мешкова – 1902 çулта çуралнă. Мăшăрĕнчен тăватă ачапа юлнă, вăл кайсан 7 уйăхран ывăл çуратнă. Пилĕк ачана пăхма пĕрре те çăмăл пулман хĕрарăма.
– Çимелли те çукчĕ, тĕп сакайĕнчи çĕр улми çăкăра улăштаратчĕ, хĕл каçма аран-аран çитетчĕ. Хуппине хулăнрах шуратса кĕлпе валаса çуркунне пахчана акма вăрлăх вырăнне пуçтарса пыраттăмăр. Хирти анасем çинчен юр кайса пĕтсенех иртнĕ çул çĕрулми пулнă вырăна кивĕ çĕрулми пуçтарма каяттăмăр, типĕтсе тĕветтĕмĕр те ыраш çăнăхĕпе хушса салма, çăкăр пĕçереттĕмĕр. Яшка çăрарах пултăр тесе вĕлтĕрен, çĕр улми çулçисемпе усă кураттăмăр, – аса илет кинеми.
Çине тăхăнма та пулман. Хĕллехи вăхăтра хăнана та, ĕçе кайма та пĕр фуфайка пулнă. Урисенче – тăла чăлхапа çăпата. Кĕпи-йĕмне амăшĕ пиртен çĕлесе тăхăнтарнă, кунĕпе колхоз ĕçĕнче пилĕк авнăскер çĕрĕ-çĕрĕпе пир тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕленĕ. Клавдия та пир тĕртме хутшăннă. Хуçалăх ĕçне те çÿренĕ хĕр, тырă вырнă тата çапнă, кĕлте çыхнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Вăрçă вĕçленсен ытти ачасен ашшĕсем килĕсене таврăнма пуçланă, Клавдия вара çывăх çынни сывă таврăнманшăн чунтан хурланса йĕнĕ.
– Манăн анне мĕн виличчен урама тухса анат еннелле тинкерсе пăхса тăратчĕ. «Мĕн пăхатăн анне?» – тесе ыйтсан, аттене кĕтнине калатчĕ. Кĕтсе илеймерĕ, 1984 çулта, 82 çула çитсе, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ, – тет кинеми.
Клавдия Мешкова 1959 çулта пĕр ялти Нил Волковпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Туслă çемьере 6 ача çитĕннĕ. Шел пулин те, 2010 çулта мăшăрĕ çĕре кĕнĕ.
Паянхи кун асламăшĕ тата кукамĕшĕ 10 мăнукĕпе, 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
Е.ПЕТРОВА.