Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Донбасс территорийĕсенчи

Донбасс территорийĕсенчи

ял-хулана Украинăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем тăтăшах персе тăнăран кунти халăха Раççее эвакуацилеме йышăннă.

Вĕсен шучĕ 100 пинрен те иртет, пысăк пайĕ хĕрарăмсемпе ачасем. Эвакуаци халăхне тĕрлĕ регионсене яраççĕ. Пысăк йышĕ Ростов облаçĕнче чарăннă, вĕсене пулăшма волонтерсене анлăн явăçтараççĕ. Вырăнсене çитсен çынсене пурăнмалли кĕтеспе, апат-çимĕçпе, медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ, унпа пĕрлех медицина тата психологи пулăшăвĕ параççĕ.

Пирĕн республика та тăванла халăха кĕтсе илме хатĕр. Чăваш Енри Халăх обществин фрончĕ гуманитари пулăшăвне йышăнмалли пункт та уçнă, унăн адресĕ: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 66-мĕш çурт, 1-мĕш хут /«Союзсен çурчĕ» чарăну/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code