Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пÿрне йĕрĕсем тăрăх

Пÿрне йĕрĕсем тăрăх

Федерацин 1998 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 128 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче патшалăх дактилоскопи регистрацине тăрасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи /çынна унăн пÿрнисен йĕрĕсенчен тĕпчесе палăртмалли меслет/ регистрацине тăма пултараççĕ. Чăваш Республикин ШĔМ халăха çапла тума сĕнет те.

Чăваш Республикин ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, граждансен хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухас тесен Миграци службин вырăнти территори пунктне паспортпа /паспорт илсе ĕлкĕрейменнисен çуралнине ĕнентерекен свидетельствăпа/ пымалла.

Дактилоскопи информацийĕпе çухалнă гражданина шыранă чухне, вилнĕ çын кам пулнине палăртассинче йывăрлăх сиксе тухсан, сывлăх тĕлĕшĕнчен чирлĕ пулнипе е ватăлнипе тăнĕ пĕтнĕ çын хăй кам пулнине пĕлтереймен чухне, преступление уçса парас ĕçре усă кураççĕ.

А.СОСНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code