Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ачине пулăшнă

Вăрçă ачине пулăшнă

Иртнĕ ĕмĕрте ачасене çамрăкран патриотла воспитани парас ĕçре Тимур отрячĕсем пысăк вырăн йышăннă. Халĕ вĕсене волонтерсем улăштарчĕç. Ырă кăмăлпа палăрса теприне пулăшас текенсем кашни ялтах пур.

Хĕл кунĕсенче Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 7-мĕш класра вĕренекен çамрăк армеецсем ырă ĕçпе палăрнă. Петр Семенов истори учителĕ ертсе пынипе вĕсем ялти вăрçă ачине Зоя Кулаковăна хĕл кунĕсенче хуçалăхĕнчи юрне тасатса пулăшса тăнă.

– Кăçал юр питĕ нумай çурĕ. Юрать, çак ачасем пулăшу аллине тăсса пачĕç. Вĕсене тата ертÿçине эпĕ ырă ĕç тунăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп, яланах сывлăхлă пулччăр, – тет кăмăллăн Зоя аппа çамрăк ĕçченсене ырланă май.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code