Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пуçаруллă бюджетпа» усă курса

«Пуçаруллă бюджетпа» усă курса

Февраль-март уйăхĕсенче кашни ялтах халăх пухăвĕсем иртеççĕ. Граждансемпе тĕл пулнă май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕрлĕ шайри специалистсем иртнĕ çул пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ.

Мартăн 23-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче виçĕ ялăн — Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш — халăх пухăвĕ иртрĕ. Пухăва Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова уçрĕ. Чи малтанах вăл ял тăрăхĕнчи лару-тăрăва палăртса, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. Паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕнче 4135 çын пурăнать. Çакă виçĕмçулхипе танлаштарсан, 146 çын сахалрах. Шел пулин те, демографи лару-тăрăвĕ паянхи кун çĕршывĕпех кăткăс, вăл пирĕн районшăн та савăнмаллисен шутĕнче мар. Сăмах май, Елчĕк ял тăрăхĕнче 2021 çулта анчах 75 çын пурнăçран уйрăлнă (Елчĕкре — 33, Патреккелĕнче — 14, Элекçей Тимешре — 6, Акчелĕнче — 3, Ĕнелĕнче — 7, Тỹскелĕнче — 12). Çут тĕнчене 24 пепке килнĕ. Элекçей Тимеш тата Тỹскел ялĕсенчи пĕр çемьере те «çĕнĕ кайăк» сас паман. Пурĕ 7 çемье чăмăртаннă (Элекçей Тимешпе Акчелĕнче пĕр мăшăр та пĕрлешмен), 8 çемье уйрăлнă. Çак цифрăсем, паллах, кашнине тарăн шухăша яраççĕ.

Ял тăрăхĕн бюджетне илес пулсан çакна калама пулать. Унăн пысăк пайĕ социаллă тытăма аталантарас тĕллевлĕ. 2021 çулта ял тăрăхĕн администрацийĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 26402,1 пин тенкĕпе танлашнă. Налук тупăшĕнчен бюджета 5644,6 пин тенкĕ, налук шутне кĕмен тупăшран 811,2 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Республикăран уйăрнă каялла тавăрса памалли мар укçа тенкĕ — 19946,3 пин тенкĕ. Бюджетăн расхут пайĕ 26967,3 пин. Дефицит 565,1 пин тенкĕпе танлашнă. Бюджетри укçа-тенке йăлтах тĕллевлĕ расхутланă, пысăк пайне социаллă нушасене саплаштарма уйăрнă.

Территорисене комплекслă аталантарассипе иртнĕ çул пуçаруллă ĕçленĕ — Ĕнел тата Тỹскел ялĕсенче ача-пăча тата спорт площадкисем (пурĕ 2288371 тенкĕлĕх) хута янă.

«Пуçаруллă бюджет» программăна юлашки çулсенче халăх уйрăмах ырласа йышăнни, çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе хăй пуçарупа тухни савăнтарать. Программăпа Элекçей Тимеш ялĕнче Восточная урамри çул-йĕре юсаса 446815 тенкĕлĕх, Центральная урамри çул-йĕре юсаса 109104 тенкĕлĕх проектсене пурнăçа кĕртме май килнĕ. Патреккел ялĕнче масар çулне юсанă, кунтах автомашинăсене вăхăтлăх тăратма вырăн хатĕрленĕ, тротуарсем сарнă (пурĕ 1327748 тенкĕлĕх), масара карта тытса çавăрнă (1909542 тенкĕлĕх).

Умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Тăруках пурне те пĕр харăс пурнăçлама çук, çапах та вĕсене палăртса килĕшỹре пурнăçласа пыратпăр. «Пуçаруллă бюджет» программа ĕçленĕ чух пурте кар тăрса пысăк ĕçсене пурнăçласа юлма тăрăшмалла. Вăл пулăшнипе, ытти майпа ялсенчи юсамалли тата хута ямалли объектсем татах та пур-ха. Ĕнел ялĕнче масар çулне тумалла, картана çĕнетмелле, Акчел çумĕнчи Кĕçĕн Пăла юханшывĕ урлă хывнă кĕпере, Патреккелти Набережная урамри çула юсамалла, Новая тата Северная урамсенче çул тумалла, культура çуртне тĕпрен юсамалла, — палăртать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code