Патшалăхăн ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программине пурнăçлама кăçал 1,3 миллиард тенкĕ уйăраççĕ: ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ипотека процентне чакарма, инфратытăм йĕркелеме тата ытти тĕллев валли.
Кăçал çынсем пуçару тунипе 862 проекта пурнăçлама палăртнă. Çав шутра автоçулсен 347 сыпăкне, коммуналлă хуçалăхăн 150 объектне, ачасен 50 вăйă площадкине юсамалла, 47 кану вырăнне хăтлăлатмалла, 35 пĕвепе кỹлле тасатмалла тата ытти ĕçсене пурнăçламалла.
Правительствăра аграрисене пулăшмалли «Агростартап» грант валли уйăракан укçа виçине пысăклатассине те ырланă. Вăл республикăра чи анлă усă куракан грантсенчен пĕри шутланать. Пĕлтĕр ăна илме 81 заявка панă, 14 грант уйăрнă — 51 миллион тенке яхăнлăх. Çавна май 2022 çул валли уйăрма маларах палăртнă 60,8 млн тенке икĕ хут пысăклатма йышăннă — тата 60 млн тенкĕ хутшăнать. Çак укçа 60 грант проектне пурнăçлама çитмелле. Грант илнисен 60-тан кая мар ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килĕ, проектсемпе çыхăннă производствăсем ĕçлесе кайни бюджетшăн çулталăкра 8-9 млн тенкĕпе танлашакан налуксемпе çаврăнса килĕ.
Ял хуçалăхне пулăшассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем тата пур. Министрсен Кабинечĕн унччен тунă йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырланă май субсиди памалли йĕркесем çĕнелеççĕ. Çав шутра çемье фермисене аталантармалли грант виçи пысăкланать: мăйракаллă шултра выльăх ферми пулсан 10 млнран 15 млн тенкĕ таран ỹсет, ытти выльăх пулсан — 5 млнран 7 млн тенкĕ таран. Сăмах май, 2021 çулта çемье фермисене 107 млн тенкĕлĕх ытла 15 грант панă.