Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул-йĕр тимлĕхе кăмăллать

Çул-йĕр тимлĕхе кăмăллать

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн районти комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Чи малтанах РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн çул-йĕр инспекторĕ Алексей Сергеев сăмах илнĕ, пĕлтĕр район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче пулса иртнĕ инкексем пирки каласа кăтартнă. 2021 çулта 8 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 1çын вилнĕ тата 10 çын аманнă. 2020 çулхипе танлаштарсан, аварисен шучĕ 1 тĕслĕх чакнă. Ỹсĕр водитель айăпĕпе 2 ДТП (виçĕм çул — 3) пулнă. Руль умне ỹсĕрле ларнăшăн 58 водителе (62) айăпланă. Çуран çỹрекенсем хутшăннипе пĕлтĕр 1 ДТП пулса иртнĕ, инкекре 1 çын аманнă.

Халăха çул-йĕр çинче асăрхануллă та тимлĕ пулмаллине аса илтерсе, правилăсемпе паллаштарса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ акци, уйăхлăх йĕркелеççĕ, шкулсенче пулаççĕ, граждансемпе уйрăммăн тĕл пулаççĕ, район хаçатĕнче тата сайтĕнче статьясем пичетлеççĕ.

Комисси членĕсем автоçулсене кирлĕ пек тытса тăрас, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ỹстерес, çуран çỹрекенсем çуран каçакан вырăнсене тивĕçлĕ йĕркелес ыйтусене те хускатнă.

Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çул-йĕр çинчи инкексене чакарас, унăн участникĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, çул-йĕре тивĕçлĕ пăхса тăрас тĕллевпе мĕн пур профилактика субъектне пĕр шухăшлă пулса ĕçлеме сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code