Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессин ăсталăхне çирĕп алла илнĕ «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕнчен Юрий Викентьевран хуçалăхра черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленни тата хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланакан патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курни çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
- Республикăри аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Унсăрăн, чăнах, паян ял çыннине çăмăл мар. Мĕншĕн тесен эпир туса илекен ял хуçалăх продукцийĕпе промышленность таварĕсем хушшинчи хаксен тан марлăхĕ çав-çавах. Выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отраслĕсене аталантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ программăсене хутшăнса 2021 çулта 9 миллион тенкĕ чухлĕ бюджет укçине илме пултартăмăр. Техника туяннин 40 процентне, элита вăрлăхшăн тăкака 80 процент саплаштарни, паллах, ял хуçалăх производствине йĕркелесе пыракансемшĕн малашлăха шанса ĕçлеме хистекен чĕнỹ пекех. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ виçи тата ытларах пулма кирлине пĕлетпĕр. Ăна та алăран вĕçертес марччĕ.
Паянхи тĕп тĕллев вара — ака ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттересси. Çанталăк васкаманран, кăçал хире каярах тухасси паллă. Пĕр енчен шутласан, çакă лайăх та. Мĕншĕн тесен ку чухне мĕнпур лаптăксенчи çĕр пĕр вăхăтра пиçсе çитет. Çапла майпа пĕтĕм ĕçе пĕр харăс йĕркелеме май пулĕ. Акана маларах тухнă çулсенче вара, пурпĕрех, юпа таврашĕсемпе путлăх вырăнсене каярах юлса акма тивнĕ. Кирек епле пулсан та, çĕр лаптăкĕпе илсен, пирĕн хуçалăхра ĕç калăпăшĕ пысăк мар. Техникăна кăлтăксăр ĕçлеттерме май килсен ака ĕçĕсене 10 кунра вĕçлеме палăртатпăр. Ака агрегачĕсене яланхи пекех Владимир Кукурузовпа Радик Квасова шанса паратпăр. Кирек хăш ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан çак механизаторсен ячĕсене эпир кашни хутĕнче ырăпа аса илетпĕр, вĕсем хуçалăх производствинче чи кирлĕ çынсем. Паллах, ытти механизаторсен ĕçне те тивĕçлипе хаклатпăр.
Акана хутшăнакан техникăна пурне те хатĕррисен ретне лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Вăрлăхсен пĕтĕм ушкăнĕ ака кондицине тивĕçтерет. Çав шутран элита вăрлăхсем («Ликамеро» сортлă тулă 40 тонна, «Льговская-22» вика 5 тонна) туяннă. Çур аки ĕçĕсене ирттерме минераллă удобренисем те çителĕклĕ, ăна пурĕ 200 тонна кỹрсе килнĕ.
2021 çулта тăпрари йỹçĕклĕхе чакарас тĕллевпе 100 гектар лаптăка известь çăнăхĕ сапрăмăр. Çак тăкаксен пысăк пайне патшалăх саплаштарнине шута илсе малашне те тăпрана извеçлес тĕлĕшпе ĕçлеме кирлине ăнланатпăр.
Светлана АНАТОЛЬЕВА калаçнă.