Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхлăхлă пулни инкекрен упрать

Сыхлăхлă пулни инкекрен упрать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Раççей тăшманĕсем пирĕн çĕршывăн обществипе çарне пур майсемпе те аркатма, халăха пăлхатма тăрăшни вăрттăнлăх мар. Вăл шутра июнĕн 24-мĕшĕнче Евгений Пригожин йĕркелеме хăтланнă хĕç-пăшаллă пăлхав. Çакăн пек пулăмсем пире уйрăмах сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистеççĕ. Халăха пăтратас тĕллевпе саракан ултавлă информацисене те йышăнма, чăна хурса ĕненме кирлĕ мар. Терроризма хирĕç кĕрешесси, ку енĕпе тимлĕхе ỹстересси те çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнине палăртнă май Леонард Васильевич округри вĕренỹ, культура тата ытти учрежденисене, тĕрлĕ объектсене терроризмран хỹтĕлес енĕпе çыхăннă ĕç-хĕле тивĕçлĕ пурнăçламаллине каларĕ:

— Пирĕн регионра, округра ку енĕпе лăпкă-ха тесе лăпланмалла мар, сыхлăха вăйлатмалла. Терроризмран сыхланас енĕпе общественноçăн та яваплăха туймалла. Çавăнпа та çывăхра ют, иккĕлентерекен çынсем, автотранспорт хатĕрĕсем çỹренине асăрхасан çакăн пирки территори пайĕсен пуçлăхĕсене е яваплă органсене пĕлтермелле.

Тепĕр пăшăрхантаракан пулăм — Патăрьел ялĕнче çак кунсенче çул çитмен ачапа пулса иртнĕ инкек. Пĕр çурт картишĕнчи ача-пăча площадкинче тимĕртен тунă конструкци çинчен ярăнса аннă чух 2014 çулта çуралнă арçын ача кача пỹрнине таттарнă. Сăлтавĕ — ача пỹрни ярăнмалли хатĕре çирĕплетсе тăракан болтсем тухса ỹкнĕрен пулнă хушăка хĕсĕннинче. Л.Левый çакăн евĕр инкекрен асăрханса территори пайĕсен администрацийĕсен специалисчĕсене тата вĕренỹ учрежденийĕсен коллективĕсене çак кунсенче хăйсем çинче шутланса тăракан мĕн пур ача-пăча площадкинче тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме, енчен те юсавсăрлăха асăрхасан çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме хушрĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администраци территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова округра юсавпа строительство ĕçĕсем мĕнле пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «Пуçару бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланă тата пурнăçламалли ĕçсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ вăл. Кăçал округра асăннă программăпа 51 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă, паянхи кун тĕлне 18-шне пурнăçланă.

Иртнĕ эрнере округри 10 шкулта сыв пуллашу каçĕсем иртнĕ. Кун пирки муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев чарăнса тăчĕ. Кăçал пирĕн округри шкулсенчен 169 яшпа хĕр тăххăрмĕш класран, 84-шĕ вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухнă.

Республика тата Çамрăксен кунĕсене халалласа округра ирттернĕ мероприятисем пирки округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова каласа пачĕ.

Канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code