Калав
Малалли. Пуçламăшĕ 34-мĕш номерте.
Виктор та телефонне алла илчĕ, вăл та ывăлне шырарĕ.
— Сас каять-и? — ыйтрĕç хĕрарăмсем.
— Каять, — пĕлтерчĕç арçынсем, — тытмаççĕ…
Халĕ, темĕнле хăрушлăх хупăрласа килесрен хăраса, пĕчĕккисем те шăпланчĕç, аслисем ларакан пỹлĕме пуçтарăнчĕç. Илюшăпа Маша пĕр хушă телевизор пăхрĕç те вăрттăн йĕрсе ячĕç. Ларисăпа Семен кĕтесре тăчĕç.
— Хăрушă, хăрушă мана! — чĕтрерĕ Оля.
— Мана та… Чĕре сиксе тухать… — тата та хытăрах упăшки çине тĕшĕрĕлчĕ Лида.
Пĕрре телевизор пăхрĕç, тепре телефонĕсене алла илчĕç ашшĕсем. Никитăпа Алеша сас памарĕç. Чăн та, мĕнле-ши вĕсем? Çулăмра-и, пульăсем айĕнче-и? Чĕрĕ-и? Сыхлайĕ-ши вĕсене Турă? Ах, çиттĕрччĕç каялла киле!
— Тен, каятăр, тупатăр? — ыйтуллă пăхрĕ Оля.
— Чăн та, мĕн туса ларатăр?! — сиксе тăчĕ Лида.
— Чĕнес-и такси? — ыйтрĕ Максимран Виктор.Усси пулмĕ… — пуçне пĕкрĕ тусĕ. — Унта таврана полици пỹлсе хунă, патне те ямаççĕ. Вăл хĕвĕшỹре ачасене тупас çук.
— Эсĕ апла калатăн-ха та, — килĕшмерĕ Оля, — тен, пулăшу кирлĕ вĕсене! Тен, хупăнса ларнă, тухаймаççĕ… Вăл ваннăйне кĕрсе кайрĕ, унта ỹлесе йĕни илтĕнчĕ.
Максим пурне те лăплантарма тăрăшрĕ. Чăтма, кĕтме, ĕненме хушрĕ. Акă вăл, вăрçă, кунтах, Мускава çитрĕ. Хăюллă пулмалла, çухалса каймалла мар, çавăн чухне тăшмана çĕнтерме пулать. Алешăпа Никита халĕ хĕç-пăшалсăрах вăрçă çулăмĕнче. Çăлтăрччĕ вĕсене Турă…
Хăрушă хыпар çитнĕренпе пĕр сехет иртрĕ. Вăхăт ытла та майĕпен шурĕ. Пĕлменлĕх пурне те хăратрĕ. Ольăпа Лида куççулĕсене çаплипех чараймарĕç.
Пурте кĕтрĕç. Алăк енче сас-чĕв пулнă пек туйăнсанах унта чупса кайрĕç.
Икĕ çамрăк тус чĕнмерĕç…
Хваттерти йывăр сывлăша чĕтретсе — тĕлĕнмелле те, кĕтмен çĕртен тенĕ пек — Викторăн телефонĕ питĕ хыттăн шавласа кайрĕ. Никитăн хаклăран та хаклă сăмахĕсем янăрарĕç пỹлĕмре:
— Эпир — сывă!
— Ах! — чĕркуççи çине тăчĕ Оля. — Турăçăм, тав сана!
— Сывă, сывă! — пỹлĕм тăрăх утрĕç Максимпа Лида. Вĕсенчен Машăпа Лариса уртăнчĕç.
— Ăçта эсир? — ыйтрĕ Виктор. — Такси тытăр! Хăвăртрах, хăвăртрах — киле!
— Çитетпĕр, çитетпĕр, мĕнле те пулсан çитетпĕр! Ан пăшăрханăр! — хыттăн кăшкăрчĕ ывăлĕ. — Акă, пĕр машина чарăнчĕ, илсе пыратăп, тет, киле.
— Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр! — теме ĕлкĕрчĕ Виктор.
Ашшĕсем урамра кĕтсе илчĕç ывăлĕсене. Хваттере пĕрле кĕчĕç.
Никитăпа Алеша курткăсемсĕр, кĕпе вĕççĕнех. Аллисем те, пит-куçĕ те, тумтирĕ те юнпа вараланса пĕтнĕ вĕсен. Çакна курсан, амăшĕсем хăраса ỹкрĕç.
— Амантнă-и сире? — чупса пычĕç вĕсем.
— Çук, — терĕ Никита. — Аманнисене çĕклерĕмĕр… Вестибюльте выртатчĕç… Сывă юлтăрччĕç… Хăшĕ-пĕри начарччĕ…
— Хăвăра лектернĕ пулсан? Пирĕн пирки шухăшларăр-и эсир? Эпир йĕп çинчи пек лартăмăр кунта, — калаçрĕ амăшĕ.
Тата тем каласшăнччĕ, ывăлне ыталаса илчĕ.
Лида та, Максим та Алешăна хăйсен çумне чăмăртарĕç. Каярахпа пурте пĕрле тăрса телей куççульне юхтарчĕç.
— Тарма пулатчĕ, паллах, — терĕ сĕтел хушшинче Никита. — Юн юхтарса выртакансене епле пăрахса хăварăн? Питĕ хăрушă, питĕ хăрушă! Эпир те çав тери хăрарăмăр… Тулĕк… Çынсем вилеççĕ вĕт, тарасси çинчен шухăшлатăн-и вара?
Вунпилĕк çулхи икĕ çамрăк çын, каччă та пулма ĕлкĕрейменскерсем, пĕр-пĕрин аллине хыттăн чăмăртарĕç.
— Санпа пĕрле вăрçа каятăп, — пĕлтерчĕ Виктор ир енне çывăрма выртас умĕн.
— Ыран… Çук-ха, паян вăрансан, тĕпĕ-йĕрĕпе калаçăпăр, — ăшшăн пăхрĕ Максим.
х х х
Хумхануллă çĕре чăтса ирттернĕ хĕрарăмсем тепĕр кун килтен те тухаймарĕç. Калаçăвĕ вĕсен пĕрмаях хăрушă самантсем пирки пулчĕ.
Арçынсем юнашарти парка кайрĕç. Çынсем сахал, хушăран-хушă кăна спорта иленнисем вĕсен çумĕнчен чупса иртрĕç.
Виктор ывăлĕсен хастарлăхĕнчен тĕлĕннине пĕр вĕçĕм пĕлтерчĕ, Никита çакăн пек паттăр пуласса кĕтмен те иккен вăл. Аллине чăнласах хĕç-пăшал тытасси çинчен сăмахларĕ.
— Ывăл умĕнче намăс пулать, — сасăпах шухăшларĕ мускавçă. — Юлташĕн ашшĕ çапăçать, эпĕ вара офисра ларатăп… Мĕнле тĕслĕх пулĕ ку?
Кĕçех вĕсем тĕплĕнреххĕн канашлама тытăнчĕç. Иккĕшĕн те çапăçу хирне Мускавран каймаллине, çапла майпа пĕр çĕре лекмеллине шутласа хучĕç. Арăмĕсене мĕнле пĕлтермеллине те палăртрĕç. Контракт тăвакан пункта шăнкăравларĕç, пĕлменнине ыйтса пĕлчĕç.
— Санпа чухне эпĕ хăрамастăп, Максим, — юлташĕн куçĕнчен пăхрĕ Виктор. — Ан пăрах мана.
— Пĕрле пулатпăр терĕм-иç! Санран çывăх тус çук манăн. Мана та йывăр сансăрăн.
Иккĕшĕ те вĕсем пĕр вăхăталла Куславкка хулинче çуралнă. Утма-калаçма вĕреннĕ те, пĕр садике, пĕр ушкăна çỹреме пуçланă, юнашар краватьсем çинче выртса çывăрнă, пĕрле вылянă. Шкула та пĕр класах кайнă, пĕр парта хушшинче ларнă. Килĕсенчен тухма пĕлмен. Салтака кайма вăхăт çитсен, йĕкĕреш ачасем пек пĕрле яма ыйтрĕç. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерчĕç тата. Чечня вăрçине пĕрле çапăçма лекрĕç, пĕрле автомат çĕклесе чупрĕç. Сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç килĕсене.
Салтак хыççăн çулĕсем юпленчĕç пулин те, пĕр-пĕрне нихăçан та манман. Викторăн ашшĕ-амăшĕ учительсемччĕ. Ывăлне те ачасене вĕрентекен çын тума тăрăшрĕç. Лешĕ итлерĕ вĕсене, педагогика университетне вĕренме кĕчĕ. Максимăн ашшĕ те, амăшĕ те пурнăç тăршшĕпех заводра тăрăшнă, хăйне те ытларах тимĕр-тăмăрпа аппаланма килĕшетчĕ. Çавăнпа Хусанта училище пĕтерчĕ те тăван хулана таврăнчĕ, заводра слесарьте ĕçлерĕ. Виктор Шупашкарта пĕр хушă учительте çỹрекелерĕ те, компьютер çине куçрĕ, Çĕнĕ хулара чаплă хваттер туянчĕ. Ачисем пĕчĕк чухнех сутса ячĕ те ăна, Мускава куçса кайрĕ, лайăх ĕç тупрĕ, тата та капăртарах хваттерлĕ пулса тăчĕ.
Лидăпа Оля та — тахçанхи туссемех, вĕсем те Куславкка хĕрĕсемех. Максимпа Виктор çуллахи каç Атăл хĕрне кайнăччĕ те, икĕ илемлĕ пикене асăрхарĕç. Питĕ ансат пулса тухрĕ: Виктор — Ольăна, Максим Лидăна суйласа илчĕç. Туйĕсене кăна пĕр кунра тумарĕç. Халĕ Лида ача садĕнчи воспитатель, Оля — суту-илỹ çынни.
Вырсарникун, лăпланнă хыççăн, икĕ çемье Мускав курса çỹрерĕ. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре çитсе ывăнсах çитрĕç пурте. Тунтикун Куславкка хăнисем киле пуçтарăнчĕç. Хусан вокзалĕнче аслисем те, ачасем те ăшшăн сывпуллашрĕç.
Ахаль те сахалтарах калаçакан Максим ĕçрен таврăнсан чĕнмесĕр çỹрерĕ. Арăмĕ туйрĕ çакна, çапах ыйтма тăрăшмарĕ. Пĕр каçхине вĕсем яланхилле телевизор ячĕç те çĕнĕ хыпарсене итлерĕç.
— Хăçан пĕтет-ши ку вăрçă? — пăшăрханса сăмах хушрĕ Лида. — Мĕн чухлĕ çамрăк арçын пĕтет…
— Нацистсене пĕтерме йывăр, — хуравларĕ мăшăрĕ. — Тĕпĕ-йĕрĕпе кăкламасан, татах шăтать авă… Çакна ăнланаймастăп: темĕн чухлĕ юн юхтарса çĕнтернĕ эпир вĕсене, тĕпрен вара аркатман, хăварнă. Халĕ каллех çĕнĕрен çапăçмалла… Асаттесем вĕçлеменнине пирĕн вĕçлемелле.
— Епле йывăр пулĕ унта. Мĕнле чăтаççĕ-ши? — хăйĕн шухăшĕсемпех ларчĕ хĕрарăм.
— Паллах, йывăр. Паллах, вилеççĕ… Çĕршыва урăхла сыхлаймастăн. Арçыннăн шăпи çапла: ачуна, арăмна, кил-çурта пăрахмалла та, вăрçа каймалла. Мĕн ĕмĕртен пыракан йăла.
Максим кухньăна кайса килчĕ те арăмĕ çумне ларчĕ, ăна ыталарĕ.
— Лида, эпĕ акă мĕн каласшăн сана… Эпир Викторпа хамăр ирĕкпе, контракт туса çар ретне тăрасшăн. Калаçса татăлтăмăр.
Мăшăрĕ чăлт! çаврăнчĕ те арçынĕ енне чĕнмесĕр пăхрĕ. Куçĕсем хыпаланчăклăн вылярĕç, тутисем чĕтрерĕç.
— Калаçса татăлнă иккен! Эсĕ малтан манпа калаçса татăл! Тупнă кампа канашламалли! Арăму санăн мĕнле юлать кунта, çакăн пирки пуçунта çавăрттартăн-и? Ан ман, санăн виçĕ ача, кам вĕсене ура çине тăратать?
Максим Лидăна ыталарĕ те, чуптурĕ те — лăплантарасшăн пулчĕ. Лешĕ унăн аллинчен вĕçерĕнчĕ те пỹлĕмрен пỹлĕме таплаттарса утрĕ. Кĕçех Ольăпа калаçма пуçларĕ:
— Кунта пĕр ухмахĕ вăрçа каятпăр тесе сỹпĕлтет. Санăн та çав юррах юрлать-и?
Хăйĕн шухăшĕ пирки Виктор та калама ĕлкĕрнĕ. Оля, тем пекех пăшăрханать пулин те, хăйне лăпкăрах тытрĕ, хĕр тусне лăплантарма тăрăшрĕ. Унăн та ăш-чикĕ вĕресе тухать иккен, анчах ăнланмалла вĕт-ха, авă, мĕн чухлĕ арçын вăрçă хирĕнче! Кашнийĕнех е арăмĕ, е юратнă хĕрĕ, е хаклă амăшĕ пур пулĕ, ачи-пăчи курасшăн пулĕ ашшĕне? Тен, вара пурин те килте лармалла? Çĕршыва хỹтĕлекенни кам пулать? Кашни ĕмĕртех Раççей çине тапăнса килеççĕ вăрă-хурахсем. Халăх кар! тăман пулсан, тахçанах пире чура тăватчĕç. Хамăра хỹтĕлеме пултарнăран эпир хăватлă наци. Çакна пула пурăнатпăр та, ачасем çурататпăр.
Çапла шухăшларĕ Оля. Çакăн пирки каларĕ вăл телефонпа калаçнă май. Хăй те Лида пекех пĕр вĕçĕмсĕр хашшăн сывларĕ, йĕре-йĕре илчĕ.
— Эпир вĕсене пурпĕрех ỹкĕте кĕртес çук, — ăнлантарчĕ Лидăна. — Чыслăн ăсатса ярар. Турă вĕсене сыхлатăр. Каялла киле таврăнччăр.
— Чиркĕве кайса килмелле, — сĕнчĕ Куславккари тусĕ. — Эсир те çурта лартăр …
Ольăпа калаçса пĕтерсен, вăл мăшăрĕ умне пырса тăчĕ.
— Сăмах пар, каялла килетĕп тесе сăмах пар…
— Килетĕп, пурпĕр килетĕп! Эсĕ нимĕн чухлĕ те ан иккĕлен! Викторпа çитетпĕр! Кĕтĕр!
— Килмесен… Килмесен, эпир сире каçармастпăр! Пĕри те! Пĕлĕр çакна иксĕр те!
Максим каллех Мускава çул тытрĕ. Лидăпа ачисемсĕр пуçне Шупашкарта ашшĕпе амăшĕ, юлташĕсем ăсатрĕç ăна. Вăл Алешăна ыталарĕ, амăшне пулăшса тăма хушрĕ. Машăна çырусем çырса тăма ыйтрĕ, Семена отпуска килнĕ чухне вылямалли пысăк танк туянма шантарчĕ.
Лида вара ниепле те уйрăлаймарĕ упăшкинчен. «Питĕ телейлĕ пулнă иккен эпĕ, çавна пĕлмен те… — пăшăлтатрĕ вăл хăй тĕллĕн. — Халĕ вара… Мĕнле пурăнăп сансăр? Пĕччен пĕр çĕр каçма та нуша пулать маншăн».
Юлашкинчен хытă-хытă чуптурĕ те куçĕсенчен пăхрĕ:
— Сăмах патăн вара … Арçыннăн хăйĕн сăмахне тытмалла… Максим, манмастăн-и хăвăн сăмахусене? Кил, эпир сана питĕ-питĕ кĕтетпĕр…
Тепĕр кун Виктор та çемйипе сывпуллашрĕ. Никитăпа хире-хирĕç тăчĕç вĕсем. Ашшĕ ывăлĕпе мухтанни çинчен каларĕ, ывăлĕ те ашшĕ уншăн яланах тĕслĕх пулни çинчен пĕлтерчĕ. «Пирĕнтен никам та йăх ятне яман, — шухăшларĕ вăл, — темле йывăрлăхра та чыса çухатмалла мар».
Оля Викторăн питне ачашларĕ. «Максим вăл завод çынни, тĕреклĕ, сана питĕ йывăр лекет пулĕ, — калаçрĕ вăл. — Чăт ĕнтĕ, чăт… Тулĕк каялла кил… Эпĕ пĕлетĕп, санăн шалта пысăк вăй пур, çав вăй сана каялла çавăрса килтĕрччĕ. Питĕ шанатпăр сана… Таврăн тархасшăн, таврăн… Çав териех йывăр пулсан, мана, ачасене аса ил, эпир сана кунтан хăват ярса паратпăр…»
Пĕрер уйăх вĕрентỹ центрĕнче мĕн маннине аса илчĕç туссем. Салтакра чухне стрелоксем пулнă та, халĕ те пĕлекен хĕç-пăшалпа çапăçма килĕшрĕç вĕсем. Çара çитсен, вĕсене разведка ушкăнне йышăнчĕç. Тăшманпа чи малти ретре çапăçмаллине ăнланчĕç.
— Максим, калаçса татăлнă пекех, пĕрле пулатпăр. Эпĕ сансăр пĕтетĕп, — калаçрĕ иккĕш юлсан Виктор.
— Паллах, паллах, — лăплантарчĕ тусне лешĕ. — Тулĕк эсĕ ытларах мана итле, ман çине пăх, эпĕ хушнине ту. Нимĕн çинчен те ан шухăшла, пĕтместпĕр!
Донецк тăрăхĕнчи пĕр хулана ирĕке кăларма çăмăл пулмарĕ. Темĕн тĕрлĕ снарядпа персен те, бомбăсем пăрахсан та нацистсем çуртсен путвалĕсенчен тухмарĕç. Икĕ чăваш пуля айĕнче çỹреме хăнăхса çитрĕç. Виктор та, унчченхиллех Максим çывăхĕнче пулма тăрăшаканскер, хăюллăн малалла чупрĕ.
Каç пулнăччĕ, кăштах тĕлĕрсе илес тенĕччĕ, блиндажра командир салтаксем умне тĕллев лартрĕ: ирхине ирех пĕчĕк-пĕчĕк ушкăнсене пайланса хула айккинчи çуртсене ярса илмелле. Вăл туссем çине пăхса илчĕ. «Эсир, паллах, пĕрле, иккĕн пулатăр» — калаçрĕç унăн куçĕсем.
— Патронсемсĕр пуçне шыв нумайрах ил, — терĕ Максим юлташне. — Туятăп, часах каялла тухаймастпăр… Пулăшу та наччасах çитес çук…
Ир çитичченех пĕшкĕне-пĕшкĕне пилĕк хутлă çурт пулнă вырăна утрĕç вĕсем. Чул куписем хушшинче подъездсем палăраççĕ. Максим Виктора пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ, путвала гранатăсем пăрахмаллине сасăсăр пĕлтерчĕ. Взрыв хыççăн взрыв кĕрлерĕ. Хăйсем аяккарах тарса выртрĕç, тăшмансем тухасса сыхларĕç. Тем вăхăтран Максим юлташĕ патне çумах шуса пычĕ.
— Кунта никам та пулмарĕ пулас… — пăшăлтатрĕ вăл. — Тен, тепринче лараççĕ? Халĕ вĕсем пире кĕтеççĕ, патнерех пырсан, пеме пуçлаççĕ… Çапла тăвăпăр: эсĕ леш хĕрринчи подъезда сирпĕтме пуçла, вĕсем унталла пуçтарăнма пуçласан, эпĕ ку енчен, хыçалтан, тапăнатăп. Хăв вара хăвăртрах ман пата таврăн.
Украина салтакĕсем, унтан та, кунтан та аркатнине кура, çухалса ỹкрĕç пулас, пĕр чарăнми автоматсенчен печĕç, майĕпен тепĕр çурт хĕрне куçрĕç. Вĕсем чакнине курсан, туссем малалла чупрĕç, каллех пытанса выртрĕç.
— Хĕрринчи подъезд умне çитетпĕр те — канатпăр. Çавăнта чакмасăр тăратпăр, — пĕлтерчĕ Виктора Максим.
Акă, иккĕмĕш подъезд… Виççĕмĕш… Тăваттăмĕш… Тул паçăрах çутăлнă ĕнтĕ. Тавралăх, тĕтĕм-сĕрĕмпе, хĕç-пăшал сассипе, чул-тимĕрпе тулнăскер, хăрушă курăнать. Юлашки подъезда илме ниепле те май килмерĕ вара. Тăшман малалла иртме памарĕ.
— Лăпланаççĕ акă, çăхансем! — тарăхса калаçрĕ Максим. — Каç пулсан, пирĕн пулать унти путвал!
Чăн та, юлашки путвалта юлнă тăшман салтакĕсем шăпланчĕç. Хĕвел ансан, чăваш ачисем вĕсене тепĕр хут хупăрласа илме шутларĕç. Малта Максим йăпшăнса пычĕ. Патнерех çитсен, çине-çинех гранатăсем ывăтрĕ вăл пĕчĕк кантăкран. Виктор та çав хушăкранах автоматпа шатăртаттарчĕ. Хăйсем каллех аяккалла пăрăнчĕç, тăшмансем тухасса кĕтрĕç.
Унччен те пулмарĕ, арçынсем çийĕн дрон вĕçме тытăнчĕ. Хамăрăн марри паллах ĕнтĕ. Чул купи хыçĕнче ниçта пытанма та çук. Нацистсем те темле шăтăк тупса путвалтан тухма ĕлкĕрнĕ иккен. Нумаййăн мар, иккĕн е виççĕн пулас. Вĕсем те чăвашсене вĕлерес тесе хĕç-пăшалпа çунтараççĕ.
Малалли пулать.

