
Сăмахăмăр хальхинче Раиса Ивановна Васильева (Аверьянова) пирки пырать. Маларах унăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ Валерий Петрович Жуков пирки çырса кăтартнăччĕ. Вĕсен аслашшĕсем Иван, Александр тата аслă аппăшĕ Наçтаç — пĕртăвансем. Иван Михеев ачисем — Африкан, Аркадий, Василий, Антон, Петр Жуковсем. Анастасия Михеева çитĕнсе çитсен Турхана качча тухнă, хĕрĕ Хăвăлçырма каччипе пĕрлешнĕ. Мăнукĕ Исония Гурьевна Волкова çак ялтах пурăнать. Кăçал Жуковсемпе Васильевсем Исония Волкова патне 90 çул тултарнă ятпа ятарласа саламлама кайса килчĕç.
Александр Михеев çемйипе чиркỹ урамĕнче Николай Никитин вырăнĕнче пурăннă. Ольга — Александр Михеевăн хĕрĕ — вăрçăччен Федор Емельянова качча тухнă, анчах упăшки фронтран таврăнайман. Вăрçă хыççăн салтак арăмĕ хăйне йăпанмалăх, ватлăхра пăхма Раиса хĕрне çуратса ỹстернĕ. Чăн та, хĕрĕпе Володя Васильев кĕрỹшĕ салтак арăмĕшĕн пурнăçра чăн-чăн тĕрек пулнă.
Раиса хĕрне пĕччен çитĕнтернĕ Ольга Аверьянова, ăна ачашласа ỹстермен.
Раиса халĕ иртнĕ пурнăçĕ пирки çапларах аса илет: «Анне мана ялан пĕр класра вĕреннĕ Галина Уткинăпа (Жуковăпа) танлаштаратчĕ. Эпир 12 çултаччĕ пулас. «Ельна Гали кĕтỹ хăвалама тухнă, эсĕ çывăрса выртатăн», — тесе вăрататчĕ вăл мана. Е тата: «Ельна Гали пахчара çум çумлать, эпир тытăнман-ха», — тетчĕ. Тăватă класс пăтерсен колхоз ĕçне хутшăнма тытăнтăмăр, аннесемпе пĕрле çум çумланă, улăм пуçтарнă тата ытти ĕçсене те тунă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан хамăр тантăшсенчен пĕри çапла сĕнчĕ: «Атьăр Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе кайса кĕретпĕр. Пĕр çул вĕренсен общежити параççĕ, ĕç укçи колхозринчен самаях пысăк теççĕ». Анне хулана ярасшăн мар, пĕччен юласран шикленет. Пурпĕрех тухса кайрăмăр. Пĕр çул вĕрентĕмĕр, ĕçлеме тытăнтăмăр, кĕпе-тумтир туянса тумланма пуçларăмăр, анчах чĕре тăван ялах туртать. Пилĕк хĕртен виçсĕмĕр виçĕ çул хулара пурăннă хыççăн каялла яла таврăнтăмăр. Гальăпа иксĕмĕр Патăрьелĕнчи училищĕре пĕр çулталăк ветеринара вĕрентĕмĕр, анчах çак ĕç мана килĕшмерĕ. 1969 çулта ялти сысна фермине ĕçе вырнаçрăм. Сысна амисене çăвăрлаттаракан уйрăмра 30 çул тăрăшрăм. Сысна ферминче ĕçлесси пĕртте çăмăл марччĕ. Çулла та, хĕлле те урара резина атă пулнă. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă, алăран витре кайман. Амасем çăвăрланă тапхăрта киле каймасăр çĕр каçни те, начартарах çурасене ĕмкĕчпе сĕт ĕçтерни те, ферма пỹртне илсе кĕрсе ăшăтни те пайтах пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕнĕрен туса лартнă икĕ витере выльăхсене усрама тытăнсан ĕç кăштах çăмăлланчĕ. Фермăра чылай вăхăт ирттернĕрен килти ĕçсене тума ватăличчен анне пулăшса пычĕ. Владимир упăшка та ырă çын пулчĕ. Унпа эпир 5 ача çуратса ỹстертĕмĕр, çавăнпа 50 çул тултарсанах пенсие тухнă».
— Эсир лайăх ĕçлекенсен йышĕнче пулнă. Ĕç укçи мĕнле тỹлетчĕç, хавхалантаратчĕç? — ыйтатăп Раисăран.
— Пирĕн ỹсĕмри çынсем ĕçрен хăраман. Ферма заведующийĕ, зоотехник хушнисене çирĕп пурнăçласа пынă. Ялта пурăнакансемшĕн выльăх-чĕрлĕх пăхасси кулленхи ĕç шутланнă. Ĕç укçине фермăра лайăх тỹленĕ. Шăпах 80-90-мĕш çулсенче ял çыннисем кирпĕч çурт нумай лартрĕç, хуралтăсем çавăрчĕç. Паллах, строительство материалĕсене тупма йывăрччĕ, мĕншĕн тесен ялта та, хулара та пĕр вăхăтрах предприятисем тăватчĕç, шкулсем, клубсем çĕклетчĕç. Çурт-йĕр çавăрма, ачасене ỹстерме, вĕрентсе кăларма килти хуçалăхра ĕне-выльăх, сысна, сурăх, чăх-чĕп усрани пысăк пулăшу панă. Хальхи саманара производство кооперативĕнче ĕçлесе илекен укçа-тенкĕ çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма мар, пурăнма та çитсе пымасть. Вăл вăхăтра ĕçлекене хавхалантарма пĕлни те асрах. Санаторисене сипленме тỹлевсĕр янă, ют çĕршывсене кайса курма путевка тỹлевсĕр панă. Шел, ытлашши ниçта та тухса çỹремен, анчах ялтан нумай çын çак çăмăллăхсемпе усă курнине астăватăп.
Раисăн мăшăрĕ пирки малалла сăмахăм. Ялта ăна Çеçпĕл Володи хушма ятпа лайăх пĕлеççĕ. Владимир Васильев тесен хăшĕ-пĕри сăмах кам пирки пынине тỹрех ăнкарса илмессе те пултарать. Ара, 40-45 çул каялла 1200 ытларах çын пурăннă ялта Васильевсем, уйрăмах Владимир ятлисем сахал пулнă-и? Çеçпĕл е Çеçпĕл Володи тесен кам пирки калаçнине ватă çын кăна мар, шкул ачи те самантрах ăнкарса илет, çул кăтартса ярать.
— Çеçпĕл хушма ят мĕнле çыпçăннă сан çумна? — ятарласа ыйтрăм пĕринче Володьăран.
Сакăр теçетке çула çывхарса пыракан арçын пичĕ-куçĕ ăшă кулăпа çуталса илчĕ:
— Эй, мĕн калăн, çамрăк чухне çыпçăнчĕ, ниепле те хăпмасть (кулать).
— Çеçпĕл начар, усал ят мар-ха вăл. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен çурăлакан хитре те черченкĕ чечек ячĕ…
— Çапли çапла-ха та, анчах пĕлес килсен итле эппин. Çамрăк чух, уйрăмах çуркунне тĕнче хитре, илемлĕ вĕт. Кăмăл çĕкленет, юрлас килет. Чăваш радиовĕпе «Çеçпĕл» ятлă юрра час-часах паратчĕç. Машинăпа пыратăп-и, килте ĕçлетĕп-и — юрă сăмахĕсене майпен ĕнерлесе пыратăп, унтан хам сисмесĕрех сасăпах юрласа яратăп. Каçхине, çынсем çывăрма выртнă пулин те, эпĕ юрласа утнине Петя тете илтнĕ иккен. Ирхине парка каçатăп та механизаторсемпе шоферсем: «Çеçпĕл те çеçпĕл,» — теççĕ, ман çине пăхса йăл кулаççĕ. Çапла çыпçăнчĕ ман çума çак хушма ят.
Володьăн ашшĕпе амăшĕ — Илья Васильевичпа Лидия Петровна Васильевсем — 4 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Пурте ĕçре пултаруллă, кăмăлĕсемпе ырă, çын çинче сăпайлă пулса ỹснĕ. Уйрăмах аслă ывăлĕ Володя ырăлăхпа палăрнă. Васильевсен 4 ывăлĕ те Совет çарĕнче службăра тăнă, ĕçĕ-хĕлне техникăпа çыхăнтарнă. Виççĕшĕ ялта тĕпленнĕ, пĕри Çĕрпỹ хулинче ĕçлесе пурăнать. Владимир Ильич çара кайиччен ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕ, çарта та машинăпа çỹренĕ. Тăван яла таврăнсан каччăна груз турттаракан автомашина шанса параççĕ. Ку вăл 1967 çулта пулнă. Техникăна юратаканскершĕн çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕç тупăнсах тăнă — вырма вăхăтĕнче Канаша тырă леçнĕ, каялла халăх валли çĕр кăмрăкĕ е брикет кỹрсе килнĕ, вăрмантан вутă турттарнă. Çынна пулăшма тăрăшнăран халăх шанăçне тивĕçнĕ, ял çыннисем умĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. 2003 çулта инкеке лексе самаях йывăр сусăрланать, ирĕксĕрех груз турттаракан автомашинăна пăрахма тивет. Сывлăхĕ самайлансанах пушар машинипе ĕçлеме пуçлать. Халĕ тивĕçлĕ канура.
Раисăпа Владимир Васильевсен çемйи ял çинче ырă ятлă.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

