Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуласлăх мĕнле?

Пуласлăх мĕнле?

Çут-ĕç министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнчен шкулсенче вĕрентме тивĕçлĕ предметсен списокне çирĕплетнĕ. Çав списокра ют чĕлхе предметне те тивĕçлисен шутне кĕртнĕ. Тăван чĕлхене вара вĕренсен те, вĕренмесен те юрать. Ашшĕ-амăшĕ ирĕк парсан çеç ача Турă панă чĕлхене тишкерме пултарать. Шутласа пăхăр, вулакансем: ют чĕлхене вĕренме тивĕçлĕ, тăван чĕлхе кирлех мар иккен. Мĕне пĕлтерет ку? Хуравĕ пĕрре: вак халăхсене пĕтерсен вырăс халăхне те пĕтерме çăмăл. Аслă Аттелĕх вăрçинче вырăсла начар е вуçех пĕлмен тĕрлĕрен халăх çыннисем кар! тăрса фашистла Германине парăнтарнă. 80 çул иртсен вак халăх чĕлхисем пĕтсе пыраççĕ. Тĕнче историйĕнче хальхи пек хăвăрт (30-40 çул хушшинче) халăхсем çухални пулман.

Адольф Гитлер славянсене пĕтерме ĕмĕтленнĕ. Совет Союзĕ саланса кайсан халăхсене тĕп тума çăмăл пулать тенĕ. Совет Союзĕ çук халь. Раççее Хĕвел анăçĕнчи тăшмансем те хавшатасшăн. Тăван чĕлхене тĕп тума тăрăшни, историне варалани, йăла-йĕркене манăçа кăларни те çĕршыва хавшатса пырассинче иккĕленỹ çук. Паянхи лозунг «Аваллăха упраса хăварса Чăваш Ене аталантаратпăр» пурнăçа кĕрсен тем пекехчĕ. Халăхăн йăла-йĕркине ăруран ăрăва парса пырассинче мăн асаттесем пиллесе хăварнă истори, йăла-йĕркен сỹннĕ кăвайчĕ умĕнче пуç тайса тăни çителĕксĕр.

Тĕрлĕрен шайри ертỹçĕсем, пуçлăхсем уявсенче, пухусенче сăмахне чăвашла: «Салам», — тесе пуçлаççĕ те малалла вырăсла «шăрантараççĕ». Сăмахне чăвашла: «Çапла пултăр!» — тесе вĕçлеççĕ. «Ман пек калаçăр», — тени пулмасть-и «Çапла пултăр» тени? Нумай пулмасть пĕр яваплă чиновника ыйту патăм:

— Мĕншĕн чăваш чĕлхине вĕрентме ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмалла?

Тавах тỹррĕн хуравланăшăн.

— Пире мĕн хушаççĕ — çавна тăватпăр, — терĕ вăл.

Анатолий Иванов çыравçăн «Вечный зов» романĕнчи Лахновски сутăнчăкăн сăмахĕсене аса илтĕм: «Майĕпен утăм хыççăн утăм туса халăхăн ăс-тăнне улăштаратпăр, историне хамăра кирлĕ пек çыратпăр. Хăйĕн историне, йăли-йĕркине манса кайнă халăх выльăх кĕтĕвне çаврăнать. Пире çав кирлĕ, вара çĕр çинче никама пăхăнман вырăс халăхĕ пĕтет.»

Тĕрĕс сăмахсем. Вырăс халăхне пĕтерес тесен малтан вак халăхсене пĕтермелле. Тăван халăх историйĕ, йăли-йĕркипе чĕлхи çине алă сулса сурнă йĕксĕксем вырăс халăхĕн историйĕпе традицийĕсене те хисеплемĕç.

Тутă хырăм, çемçе вырăн, ача çураттармалли хĕрарăм-инкубаторсем. Роботсемех ачасене ятарлă программăпа вĕрентĕç. Ỹт, кăмăл киленĕвĕсем, юрă-ташăсем («Хурăн милĕк çат-çат-çат, хĕр купарчи çат-çат-çат» тени мĕн тени пулать вăл?) тата тем те пĕр шутласа тупĕç, тивĕçтерĕç çынлăха çухатнă этемсене тĕнче хуçисем.

Синкерлĕ ĕçсене хирĕç тăма хал çитерейместпĕр-ши? Республикăра, округсенче тем тĕрлĕ обществăлла организаци те пур. Мĕнле витĕм кỹреççĕ вĕсем обществăна? Ман шутпа, питĕ çителĕксĕр. Уявсенче пĕр-пĕрне Тав хучĕсем, значок-медальсем парса çырлахтаратпăр-и? Çак ыйтусене хускатса влаçран ыйтмалла мар-и? Чи çивĕч ыйту — чăвашлăха упраса хăварса малалла аталантарасси. Чăваш чĕлхи пин çул ытла упраннă, улшăнман. Вырăссен чĕлхи улшăннă. Паянхи вырăссем авалхи славянсен чĕлхине пĕлмеççĕ. Пирĕн халăх чĕлхи пурăнать хальлĕхе. Ун пек халăх сахал çĕр çинче.

Обществăлла организацисене манăн пĕр сĕнỹ пур: сентябрĕн 24-мĕшĕнче пирĕн округа Атăлçи федераци округĕн тĕп инспекторĕ Григорий Витальевич Сергеев килмелле. Кашни организацинчен мехел тупса тĕп инспекторпа тĕл пулма пĕрер çын яма пултаратăр-и? Тĕп ыйту çак кун тăван чĕлхене упраса хăварса малалла аталантарасси пулмалла, ман шутпа.

Тăван чĕлхене упрассинче малтан паспорт çине хăш наци çынни пулнине палăртмалла тесе шухăшлатăп. Шкултан вĕренсе тухнă чухне тăван чĕлхепе экзамен тытмалла, аслă шкулсене кĕме балсем хушса памалла. Республикăра патшалăх, муниципалитет службине ĕçе илнĕ чух чăвашла пĕлнине шута илсен тĕрĕс пулĕ. Ытти халăх çыннисене те ĕçе илес пулать. Чăвашла пĕлекене е вырăнти чĕлхене вĕренекене вырăнти халăха хисепленĕшĕн ĕç укçине хушса парсан та лайăх.

Юлашкинчен Евангелири сăмахсене аса илесшĕн: «Турă хăвачĕ виçесĕр. Вăл çĕр çинче пурăнакан çынсене пурне те пĕр чĕлхепе калаçтарма пултарнă». Сăмахран, иврит чĕлхипе. Паян вара эпир пурте еврейсем пулнă пулăттăмăр. Турă Таса Сывлăша çĕр çине ярса Апостолсене тĕрлĕрен халăх чĕлхисемпе те калаçмалла тунă. Христос тĕнĕ çинчен вĕрентме, тĕне кĕме йыхравлама тунă вăл çак ĕçе. Хăй тунă çынсене хисеплесе, юратса.

Пурте кар тăрса чăваш чĕлхишĕн, унăн пуласлăхĕшĕн, ăна упрассишĕн тăрăшасчĕ.

Александр СОРОКИН.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code