Матфей Апостол çырнă таса Евангелире палăртнă тăрăх, ирхине пуçлăхсем тата кĕнекеçĕсем Иисуса вĕлерттерес тесе канаш тунă. Ăна çыхнă та Понтий Пилат пуçлăх патне илсе пынă.
Иисус пуçлăх умне тăнă. Пуçлăх унран ыйтнă: «Эсĕ Иудея Патши-и?» — тенĕ. Иисус хуравланă: «Эсĕ тĕрĕс калатăн», — тенĕ. Аслă çынсемпе пуçлăхсем Христоса айăпласа калаçнă чух Вăл хирĕç тавăрса нимĕн те каламан. Пилат вĕсене каланă: «Иисуса мĕн тăвас вара манăн?» Вĕсем пурте: «Пăталатпăр Ăна!» — тенĕ. Пуçлăх каланă: «Мĕн усал турĕ вара вăл?». Лешсем тата хытăрах: «Пăталатпăр Ăна!» — тесе хытă кăшкăрнă. Пилат вара нимĕн тума çуккине кура: «Çак айăпсăр Çын юнне тăкнă ĕçре эпĕ айăплă мар, хăвăр астăвăр», — тенĕ. Вара вăл Ăна хĕнеттернĕ те хĕрес çумне пăталама панă…
Эрнекун Иисуса пăталанă хыççăн, ултă сехетрен пуçласа тăхăр сехете çитиччен, пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулнă. Тăххăрмĕш сехетре Иисус хытă кăшкăрса каланă: «Эй, Аттем! Сывлăшăма сан аллуна паратăп!» — тенĕ. Çавна каласанах Вăл юлашки сывлăшне кăларса янă.
Çав вăхăтра çĕр чĕтренĕ, чулсем çурăла-çурăла кайнă. Иисус умĕнче хурал тăракансем, çакăнта мĕн пулса иртнине курсан, питĕ хăраса каланă: «Ку, чăнах та, Турă ывăлĕ пулнă-мĕн», — тенĕ.
Иосиф ятлă пĕр пуян çын — вăл Христосăн вĕренекенĕ пулнă — Пилат патне пырса Иисусăн ỹтне пама ыйтнă. Лешĕ Иисусăн ỹтне пама хушнă. Иосиф, Иисусăн ỹтне илсе таса пирпе чĕркенĕ те Ăна чул тăва касса кĕрсе тунă çĕнĕ тупăка хунă. Кун хыççăн тупăк умне пысăк чул йăвантарса хунă та кайнă.
Шăматкун иртсен, эрнен малтанхи кунĕнче, тул çутăлнă чух, Мария Магдалинăпа тепĕр Мария тупăка пăхма пынă. Çавăн чухне çĕр питĕ хытă чĕтресе кайнă: Турă Ангелĕ çỹлтен аннă та пырса тупăк умĕнчи чула йăвантарса ярса ун çине ларнă. Вăл çиçĕм пек курăнса тăнă, тумтирĕ юр пек шурă пулнă. Хурал тăракансем унран хăранипе вилнĕ пек пулнă. Ангел хĕрарăмсене каланă: «Ан хăрăр, эпĕ пĕлетĕп, эсир Хĕрес çумне пăталанă Иисуса шыратăр. Вăл кунта çук: Хăй каланă пек, Вăл чĕрĕлсе тăчĕ. Унăн вĕренекенĕсене калăр: Вăл сире Галилеяра тĕл пулĕ».
Иисусăн вĕренекенĕсем вăл пыма хушнă ту çине кайнă. Вĕсем Ăна курсан ỹксе пуç çапнă. Иисус вĕсене каланă: «Çỹлте те, çĕр çинче те пур ирĕке те мана панă. Пур халăхсене те вĕрентĕр: вĕсене Ашшĕийĕн, Ывăлĕийĕн, Çвяттуй Сывлăшийĕн ячĕпе тĕне кĕртĕр. Эпĕ сире мĕн хушнине пурне те тытса пыма вĕрентĕр вĕсене. Эпĕ тĕнче пĕтичченех куллен сирĕнпе пĕрле пулăп», — тенĕ. Аминь.
Пирĕн Туррăмăр Иисус Христос Хĕрес çинче пăталанса вилсе, тĕнчери пĕтĕм çынсен çылăхĕсене Хăй çине илсе, вĕсене малашнехи пурнăçра çăлăнма май туса панă.